Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тÿрĕ, тикĕс çулпала...

Çул пур çĕрте пурнăç пур, теççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ун çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Район территорийĕнчи вырăнти çулсене юсама тата тытса тăма 23 миллион та 639 пин тенкĕ усă курма палăртнă. Мĕн пур ĕçсен пысăк пайне: 78 процентне вĕçленĕ, 1,5 çухрăм çула юсанă, “Именкасси – Хирти Пикшик” çулăн пĕр пайне тирпейлесси вĕçленсе пырать. Урамри çулсене тирпейлессипе те ĕçлеççĕ, кăçал 10 çухрăм вак чул сармалла.

Республика программипе килĕшÿллĕн Патăрьелпе Улатăр районĕсене çыхăнтаракан 10,2 çухрăм тăршшĕ çула тăвасси те вĕçленсе пырать. Ăна хута ярсан Мордва Республикине тата Чулхула облаçне кайма чылай çывăхланать. Улатăр хули Патăрьелшĕн 57 çухрăм çывăхланать.

Мĕн тунипе кăна çырлахмаççĕ. Районта палăртнă тĕллевсем пысăк. “Первомайск – Ишлĕ”, “Именкасси – Хирти Пикшик – Еншик”, Тутар Сăкăт патне пыракан, “Çĕньял – Çăл Атăк” çулсене тĕплĕн юсама тĕллев лартнă. 2012 çулта “Тутар Сăкăт – Шăмăршă районĕнчи Патирек”, “Кивĕ Катек – Çĕнĕ Ахпÿрт” çулсене тума тата реконструкцилеме хутсем хатĕрлеме палăртнă. Урамсене çыхăнтаракан проектпа смета документацийĕн 11 комплекчĕ пур.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
15 октября 2011
00:00
Поделиться