Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сиенленесрен асăрханăр

Кăмпа пухмалли вăхăт пырать халĕ. Анчах ăна çисе сиенленесрен мĕнле асăрханмалла; Наркăмăшлисене апатра усă курмалла мар. Унран çимĕçе пĕлсе хатĕрлемелле. Кăмпасене çамрăкла пуçтармалла, типсе кайни, хуртланни, ытлашши ÿсни, лăймакаланни, пăнтăхни юрăхсăр.

Наркăмăшлă кăмпасем вĕретсен те, тăварласан та хăйсен сиенлĕ хутăшĕсене çухатмаççĕ. Çиме юрăхлисене те чĕрĕлле тутанса ан пăхăр.

Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем çинĕ хыççăн 6–10 сехетрен сисĕнеççĕ. Хырăм тулса тăрать, касса ыратма пуçлать, хăсас килет. Вăй пĕтни сисĕнет, пуç ыратма тытăнать. Хăв тĕллĕн сипленни усăсăр, врача чĕнмелле. Эрех–сăра ĕçессине хирĕçлемелле, вĕсем наркăмăшлă япаласене организма саланма пулăшаççĕ çеç. Вар-хырăма тасатма тăрăшмалла. Врач киличчен сиенленнĕскере вырăн çинче вырттарса тăмалла.

Вар-хырăм чирĕ пур çынсен, ача-пăчан кăмпа çимесен те юрать.

Пĕлнĕ-пĕлмен кăмпана татмалла та мар. Пĕр хут вĕретнĕ шыва сыпса ан пăхăр. Пасартан кăмпа туянас тесен лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен талонне кăтартма ыйтăр. Çулсем хĕрринчи йывăçсен айĕнче çитĕннĕ кăмпасене татма сĕнмеççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 октября 2011
00:00
Поделиться