Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

АСĂРХАНУЛĂХ ПИРКИ МАНАР МАР

Выльăх-чĕрлĕх сывлă-хĕшĕн унăн хуçи яваплă. Çавна май усранă, туяннă е сутнă чухне эпизоотилле лару-тăру хăтлăхĕшĕн тăрăшмалла.

Выльăх килте чухне те, илсе килсен те ял поселенийĕн администрацинче тата ветеринари лечебницинче регистрацине тăратмалла. Ăçта та пулин куçарма, сутма, пусма е реализацилеме тивсен те зоогигиенăпа ветеринари ыйтнине пăхăнмалла, ветеринари докуменчĕсем те пĕрле пулмалла. Выльăхсене килте мар, ятарлă вырăнта çеç пусма юрать. Харăсах темиçе выльăх чирлесен, вилсен тÿрех патшалăх ветеринари службине пĕлтермелле. Вăхăтсăр пăрласан е хырăмĕ ÿксен ветспециалиста чĕнмелле.

Çÿлерех асăннă тата РФ ветеринари законодательствин ытти йĕркисене пăхăнмасан, чир-чĕре сарăлма май туса парсан выльăх хуçине административлă е уголовлă майпа явап тыттараççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
15 октября 2011
00:00
Поделиться