Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватăлатпăр çав, тăванăм, ватăлатпăр

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне Пăлапуç Пашьелĕнчи культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕпе поселени администрацийĕ ял чиркĕвĕнче ватă çынсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Хисеплĕ пенсионерсене, ĕç ветеранĕсене Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Никитин, район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ С. Чернова, Чăваш Республикинчи Федераллă казначействăн районти уйрăмĕн ертÿçи Н. Федоров, “Булинская” çĕр ĕç фирмин тулли мар яваплă обществăн директорĕ С. Чаданов, Иоанн атте иерей уяв ячĕпе саламланă, пурне те ăшă та ырă кăмăл, канлĕ те лăпкă ватлăх суннă. Культура тата вулавăш ĕçченĕсем хатĕрленĕ “Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр” ăш пиллĕ программа пурин кăмăлне те кайнă.

А. НИКОЛАЕВА.

х х х

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă турăмăр. Çавна май пирĕн пулăшăва кĕтекенсем çинчен тепĕр хут аса илме май пулчĕ. “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче ветерансем хушшинче шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене районти социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ Н. Никитина тата социаллă хÿтлĕх центрĕн директорĕ Т. Малинина саламларĕç.

15 çын хушшинче пычĕ тупăшу. Пĕрремĕш вырăна Кзыл Чишмари М. Абдуллин, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи В. Суйманов, виççĕмĕшне В. Шадиряков тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем, хаклă парнесем, ăмăртăва хутшăнакансене Тав çырăвĕсем пачĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле “Лама” кафере чей ĕçрĕç.

х х х

Районти тĕп библиотекăра пенсионерсен “Радость” клубĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Вулав çурчĕн ĕçченĕсем Е. Юлдашева 80 çул тултарнă май “Манăн çулсем – манăн пуянлăх” темăпа презентаци йĕркелерĕç.

Клуб членĕсем чăваш республикин наци библиотеки йĕркеленĕ куçса çÿрекен “Чуна çывăх вулав” кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Унпа кăмăллă юлчĕç, хăйсем патне тимлĕх уйăрнине ырларĕç.

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе районти социаллă хÿтлĕх центрĕн директорĕ Т. Малинина, тĕп библиотека ертÿçи Н. Исаева, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ О. Гусарова саламларĕç.

А. ИВАНОВА.

х х х

Çĕр ĕçлекенĕн кĕр кунĕсем çитсен канма та вăхăчĕ çук. Вăраха кайнă çумăра пула ниепле те пахча çимĕçсене тирпейлесе пĕтерме май пулмарĕ. Апла пулин те Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне Анат Туçари культура çуртне ялти хĕрĕх ытла сумлă ватă хаваспах пуçтарăнчĕ (ÿкерчĕкре). Пултарулăх ушкăнĕ вĕсене хапăл тусах кĕтсе илчĕ, кăмăла каякан юрăпа тĕл пулăва пуçларĕ. Василий Колпаков халăх юррисене питĕ илемлĕн шăрантарчĕ. Анат Туçари пуçламăш шкулти çамрăк юрăçсен ăсталăхĕ те аслă ăрăва килĕшрĕ, чылайччен алă çупса хавхалантарчĕç вĕсене.

– Питĕ кăмăла кайрĕ концерт, – терĕç пухăннисем.

Ялти вăтăсене сума суса, вăрăм ĕмĕр сунса “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи В.Кузнецов саламларĕ. Район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г.Каллин ăшă сăмахсем каларĕ.

Чылайччен калаçса ларчĕç аслă çултисем: иртнисене, пурнăçĕсенчи интереслĕ самантсене аса илчĕç. Çакăн пек тĕл пулу туса панăшăн культура çурчĕн администрацине тав турĕç, çитес çул тепре тĕл пулма шантарчĕç.

(Хамăр корр.).




"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться