Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тимлĕх кирлех

Район прокуратури тăтăшах тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсене, инвалидсемпе инвалид ачасене социаллă хÿтлĕх панине тĕрĕслет. Юлашки тĕрĕслев инвалидсемпе инвалид ачасене социаллă инфраструктура тата транспорт объекчĕсем патне пĕр чăрмавсăр пымалли условисене тишкернипе çыхăннă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3222 инвалид шутра. Вĕсенчен пĕрремĕш ушкăнра 498 çын, иккĕмĕшĕнче 1256, виççĕмĕшĕнче 1468 çын. Сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр ачасем 170-ĕн.

Инвалидсенчен 62-шĕ коляскăпа çеç куçса çÿреççĕ. Вĕсенчен пĕри Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче, 14-шĕ Турханти психоневрологи интернатĕнче пурăнаççĕ.

Пирĕн районти транспорт тата социаллă инфраструктура объекчĕсем 223 шутланаççĕ. Вĕсенчен 125-шĕнче сусăр çынсене çуран е коляскăпа кĕрсе тухма кирлĕ условисем туса панă. Малашне ытти объектсенче те инвалидсене кĕрсе çÿреме хăтлăх туса памалла. Тĕрĕслевре çак ыйтăва тата ытларах çивĕчлетнĕ.

Рейд вăхăтĕнче Тренье-лĕнчи тата Тăрăнти ял клубĕнче, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи “Олимп” комплекслă спорт площадкин çуртĕнче, Туçа ял поселенийĕнчи “Лазурь”, “Украинка” магазинсенче, Туçари, Çĕньялти вăтам шкулсенче пулнă, ватăсене, инвалидсене социаллă çăмăллăхсемпе мĕнле ти-вĕçтернипе паллашнă, палăртнă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться