Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

«Росгосстрах» – 90 çулта

Компани 1921 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Пурнăç çăмăл пулман пулсан та кашниех госстрахпа килĕшÿ тума тăрăшнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те пулăшу кĕтекенсене алă тăсса панă “Росгосстрах”. 90 çулта мĕн чухлĕ инкек тÿсекене çăмăллăх кÿмен-ши; Юлашки çулсенче пулнă тĕслĕхсене илсе кăтартма та пулать.

Вăрă вăрлать те хăварать, пушар нимĕн те хăвармасть, теççĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Турханти В.Самаринсен çуртĕнче электричество пралукĕ юсавсăррине пула ирхине 4 сехетре пушар тухнă. Вăл вăхăтра ял халăхĕ канлĕ ыйхăра. Владимир Алексеевич кил-çурта малалла та тĕреклетес, ачисене аталантарас тесе Мускава ĕçлеме кайнă пулнă. 27 çулхи мăшăрĕ икĕ çамрăк ачипе юлнă. Инкеке сиссе вăл 3 çулхи тата çулталăкри ачисене кÿршисен умне тухса лартнă. Хăй, пулăшу ыйтса, килĕрен шаккаса чупнă. Ял халăхĕ тата пушар хуралĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе мунчапа хуралтăсене çăлса хăвараяççĕ, анчах пÿртри япалисем çунса кĕлленеççĕ. Инкек тÿснĕскерсене “Росгосстрах” пĕрлешĕвĕ кĕске вăхăтрах 300 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Ял халăхĕ те сумлă пулăшу кÿчĕ.

22 çул эпĕ Турханта страхагент пулса ĕçлерĕм. 270 кил ялта. Кĕмен çурт юлман манăн. Кăмăллă та ĕçчен халăх пурăнать кунта. Çамрăксем çĕнĕрен çĕнĕ çуртсем хăпартаççĕ. Кашни килтех илемлĕх, тирпейлĕх хуçаланать. Хăйсен пурлăхне, çурт-йĕрне страхласа ял халăхĕ “Росгосстрахпа” килĕшÿ тусах тăрать. Çĕнĕ çулхи килĕшĕве эпĕ çулленех çăмăл алăллă çынсенчен пуçлама тăрăшатăп. Петр Пахомовичпа Валерий Викторович Косойкинсенчен тытăнсан ĕçĕм ăнса çеç пырать. Вĕсем госстрахпа 30-40 çулшар пĕр сиктермесĕр килĕшÿ тăваççĕ. Мария Прокопьевна Кадушкина, Семен Григорьевич Хураськин, Григорий Степанович Осипов хăйсен килĕшÿ срокĕсем тухасса систерсех тăраççĕ. Василий Александрович Трошкин, Александр Сергеевич Раевский, Сергей Семенович Лещев, Николай Павлович Кадушкин, Петр Андреевич Чернышев тата ыттисем те килĕшĕвĕсене вăхăтра туса тăраççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться