Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç

Районти культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсен семинарĕ иртрĕ. Вăл “Культурăпа кану учрежденийĕ-сен ĕçĕнчи çĕнĕ стандарт” темăпа пулчĕ. Семинара вăхăтлăха район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн ти-вĕçĕсене пурнăçласа пыракан В. Осипов ертсе пычĕ. “Районти культурăпа кану центрĕн” автономи учрежденийĕн директорĕ А. Овчинникова кун йĕркинчи ыйтупа тухса калаçрĕ.

Райадминистрацин социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн специалист-эксперчĕ А. Торговцев хутмалли сезона хатĕрленес, культурăпа кану мероприятийĕсенчен кĕнĕ укçа-тенке усă курас, стендсене çĕнетес ыйтусене çĕклерĕ. Культурăпа кану центрĕнчи информаципе методика пайĕн заведующийĕ А. Антонова театрпа концерт сезонĕ уçăлни çинчен чарăнса тăчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться