Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрханусăр пулсан пушар Кăтартма пултарать тип шар

Иртнĕ кĕçнерникун ирхине тăватă сехетре Нăрваш Шăхалĕнче чылайăшĕ тутлă ыйхăра пулнă. Шурăмпуç шуралса киличченех çак ялти К. Сергеева хуçалăхĕнче сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Пушарта йывăç çурт тата хуралтă тăррисем çунса сиенленнĕ. Сăлтавĕ, чылай чухнехи пекех, электрооборудованипе усă курнă чухне асăрханусăр пулни. Юрать-ха тата кил хуçи çурт-йĕрне инкек-синкек, вут-кăвартан страхланă.

Çулталăк пуçланнăранпа Нăрваш Шăхалĕнче пушарниксен иккĕмĕш хут вутпа куçа-куçăн тăма тивнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта вара вĕсен пĕр пушар та пулман. Çавăнпа ку енĕпе асăрханулăха, тимлĕхе пурин те ÿстермелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться