Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе чунтан парăннăскер

Учитель профессине общественность асăрхатех. Ытларахăшĕ вара ачасен çеç мар, ашшĕ-амăшĕн, çитĕннĕ ытти чылай çыннăн хисе-пĕнче те тăрать. Çакăн пек педагогсенчен пĕри вăл Туçари вăтам шкулти географи, экономика тата обществознани вĕрентекенĕ Л. Карягин. Кăçалтан Леонид Александрович Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та уроксем ирттерет. Çавăн пекех Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн аслă преподавателĕ шутланать. Пĕр çын çеç çакнашкал вăй хумасть халĕ. Анчах унăн пултарулăхĕнчен, ĕç ăсталăхĕнчен, анлă тавракурăмĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Пур çĕрте те лайăх кăтартусем тăваççĕ Леонид Александровичăн вĕренекенĕсем, час-часах район олимпиадисенче çĕнтереççĕ. Вĕсен шучĕ те çук. Республика олимпиадисенче мала тухакансем те çулран-çулах хутшăнаççĕ. Андрей Кошкин, акă, географипе Раççей шайĕнчи олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Анна Табаковăпа Сергей Углев обществознанипе тата экономикăпа ăмăртрĕç. Сергей Республикăри олимпиадăра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Ĕç кăтартăвĕсене районти тата республикăри вĕрентÿ органĕсем асăрхамасăр хăвармарĕç. Леонид Александрович 2009 çулта “Районти чи лайăх педагог” ята тивĕçнĕ. 2010 çулта Чăваш республика Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Л. Карягин хăйĕн ĕç опытне вăрттăнлăхра тытмасть. Пур ăсталăхне, пĕлĕвне пĕрле ĕçлекенсемпе пайлать. Вĕрентекенсен секци ларăвĕсене хутшăнать, тухса калаçать. Тĕрлĕ енлĕ тĕпчев ĕçĕ тăвать. 20 ытла наука публикацийĕ унăн. Çулленхи семинарсенче, географи учителĕсен фестивалĕнче педагогика технологийĕпе докладсем тăвать. Республикăри учительсен турист ăмăртăвĕсене нумай хутчен хутшăннă вăл, çĕнтерÿçĕ пулнă. Географине вĕрентекенсен районти командинче тăрса республикăри туристпа краеведени слетĕнче иккĕмĕш хут малти вырăна тивĕçнĕ.

Ăнăçлă ĕçĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши; Профессие юратнинче, уроксене творчествăлла йĕркеленинче.

Леонид Александровичăн ĕç стажĕ 31 çул. Хăй çирĕплетнĕ тăрăх кашни вĕренÿ çулне вăл çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пуçлать. Çавăнпа ĕçĕ те ăнать унăн.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
05 октября 2011
00:00
Поделиться