Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов авăнăн 23-мĕшĕнче ял поселени-йĕсен территорийĕсенче компактлă майпа çĕкленекен çуртсемшĕн тивĕçекен укçапа вăхăтра усă курас, нумай ачаллă çемьесене тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хăтлă кĕтеспе тивĕçтерес, сывлăх сыхлавне модернизацилес ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Унта строительство объекчĕсем тăвакан ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, строительство организацийĕсен ертÿçисем, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ, райадминистрацин пай начальникĕсемпе специалисчĕсем хутшăннă. Хальхи вăхăта район территорийĕнче компактлă майпа çĕкленекен тăватă объектра 4475,6 пин тенкĕлĕх ĕç пырать. Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесем валли виçĕ çурт 5872,5 пин тенкĕлĕх, “Ветерансем çинчен” калакан саккунпа килĕшÿллĕн ветерансене валли 11 çурт 10018,8 пин тенкĕлĕх тăваççĕ. Туçа ял поселенийĕнче гидротехника сооруженийĕсене юсассипе ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикинче 2011–2012 çулсенче сывлăха сыхлассине модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăра ача çуратмалли тата гинекологи уйрăмĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ăна валли пур бюджет шайĕнчен кăçал 12 миллион тенкĕ уйăрнă, çитес çула валли поликлиникăпа ача-пăча уйрăмне юсама 10 миллион тенкĕ пама планланă. Медицина хатĕрĕсемшĕн 2011 çулта –29,4 миллион тенкĕ, 2012 çулта 10,9 миллион тенкĕ уйăрмалла.

Подряд организацийĕсем графикпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ, объектсене вăхăтра туса пĕтерме палăртаççĕ. Н.Глухов канашлура ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене бюджет укçипе вăхăтра усă курса пыманшăн асăрхаттарнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
28 сентября 2011
00:00
Поделиться