Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăкки те, асли те старта тăчĕç

Вырсарникун, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Патăрьелĕнче Пĕтĕм Раççейри “ Нацисен кросĕ-2011” чупу иртрĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăрту çулсеренех иртет пулин те , унăн пĕлтерĕшĕ хăйĕн хакне çухатманни сисĕнет. Ăмăртăва сумлă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Моисеев, Шупашкарти “Букет Чувашии” фирма генеральнăй директорĕ О. Мешков хутшăнчĕç, спортсменсене пурне те ăнăçлă старт, лайăх кăтартусем сунчĕç. Пĕрремĕш старт илнĕ VIР– чупура Федераллă казначействăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Н.Федоров финиша чăн малтан, ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов тата “Букет Чувашии” фирма генеральнăй директорĕ, хамăрăн ентеш О.Мешков çитрĕç. Хĕрарăмсенчен Тăрăнти культура çурчĕн директорĕ П.Логунова пĕрремĕш, Н.Алексеевăпа Н.Емелина – 2-3 вырăнсенче.

Чи кĕçĕн классем хушшинче 1-3 вырăнсене А.Михайлов, Р.Куликов, Н.Янтыков, Л.Шрша, Л.Краснова, Ж.Сафьянова пайларĕç. 3-4-мĕш классем хушшинче В.Медведев, И.Веревкин, Д.Попов, М.Кальметова, Е.Яковлева, Т.Мулендеева, 5-7-мĕш классенчен А.Иванов, Д.Сидоров, Р.Калайбашев, Н.Сагунова, К.Каллина, А.Яковлева призлă вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăртура яланхи пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8-9-мĕш класра вĕренекен спортсменсем чи лайăх кăтарту турĕç. Аслăрах çулхи хĕрсемпе каччăсенчен Патăрьелĕнчи ЧПУ филиалĕн I курс студенчĕсем А.Куряковпа Р.Вахитов палăрчĕç.

Хĕрарăмсен ушкăнĕнчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Михайлова учительница, арçынсенчен “Паттăр” спорт шкулĕн инструкторĕ А.Шмуллин чупура чи лайăх кăтарту турĕç.

Куракансемшĕн спорт ветеранĕсем ăмăртнине пăхса тăма та кăмăллă пулчĕ. Вĕсенчен уйрăмах Н.Нурсов, Г.Осипов, Ю.Федоров палăрчĕç.

Çăмăл атлетсен ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов “Нацисен кросĕ – 2011” ăмăрту районти кашни ял поселенинчех ăнăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Çак кунхине Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 3508 спортсмен старта тăнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 сентября 2011
00:00
Поделиться