Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеш çитĕнĕвĕ – пуриншĕн те савăнăç

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен паллă çынсем сахал мар çитĕнсе тухнă. Халĕ вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ, Патăрьелсен ят-сумне, чыс-хисепне çÿлте тытса тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри тĕп хуламăрти «Букет Чувашии» фирма генеральнăй директорĕ О.Мешков. Олег Вадимович Мешков Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ. Хастар чăваш çамрăклах малашлăх пурнăçĕн никĕсне çирĕп хывма тăрăшнă. Малтан вăтам шкулта, каярахпа Хусан патшалăх медицина институтĕнче вĕреннĕ, иккĕшне те питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Аслă шкулта ăс пухнă чухнех, 1986 çулта, Хусанти пĕр больницăра ĕçленĕ. 1990–1999 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче преподавательте тăрăшнă, ăслăлăх ĕçне кÿлĕннĕ. Çав хушăрах предприниматель ĕçне пикеннĕ, унтан бизнес уçнă. О.Мешковăн компанийĕсен ушкăнĕ 1992-2011 çулсенче пĕчĕк предприятирен пуçласа регионри пысăк инвестора çаврăннă. Паянхи кун çав ушкăнра 60 ытла компани, вĕсенче 6000 ытла çын ĕçлет, 10000 ытла тĕрлĕ продукци туса сутаççĕ. 2001 çулхи чÿк уйăхĕнче “Букет Чувашии” АУОн акционерсен пухăвĕнче Олег Вадимовича генеральнăй директора суйланă.

“Букет Чувашии” АУО – малалла аталанса пыракан предприяти. Вăл республикăри апат-çимĕç лидерĕсен шутне тивĕçлипе кĕрет. Хальхи вăхăтра фирма 17 тĕрлĕ сăра, 4 тĕрлĕ квас, 5 тĕрлĕ минерал тата ĕçмелли шывсем, алкогольсĕр 3 тĕрлĕ салат напитокĕ кăларать. Тĕп суту-илÿ маркисем– “Букет Чувашии” тата “Пенная коллекция” . Компани продукцине Чăваш Енре çеç мар, кÿршĕ регионсенче те аван пĕлеççĕ, хапăлласах туянаççĕ.

Кăпăклă шĕвекĕн кашни тĕсне урăх рецептпа хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен, “Чебоксарское”– сайра тĕл пулакан сорт. Ăна вĕретнĕ чухне ыраш салачĕпе усă кураççĕ. “Букет Чувашии” сăра вара сутлăха тухиччен предприяти цехĕсенче икĕ уйăха яхăн пиçет! Раççейри сăра тăвакан пĕр фирма та паян çак вăхăта пăхăнмасть. Çутă тĕслĕскер темиçе конкурсра та палăрма ĕлкĕрнĕ. Кăçал вара Сочире иртнĕ “Сăра–2011” форумра Гран-при çĕнсе илнĕ. Унта тутлă та çăмăл “Лайт” сăра тата “Нектар” салат напитокĕ – ылтăн, “Чебоксарское” сăра кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Юлашки 11 çулта çеç предприяти кăларакан шĕвексем ылтăн тата кĕмĕл 74 медаль çĕнсе илнĕ.

Хальхи вăхăтра пурнăç таппипе тан пырас тесен производствăна анлăлатсах, çĕнетсех пымаллине предприяти ертÿçисем лайăх ăнланаççĕ.

– Юлашки пилĕк çулта çеç эпир реконструкципе модернизаци валли 500 ытла миллион тенкĕ тăкакларăмăр, 2 млн ытла евро инвестици хыврăмăр. Çитес пилĕк çулта республика бюджетне 6 млрд тенкĕ налук тÿлевĕсем хывма палăртатпăр. Малашне хамăр районти ял хуçалăх предприяти-йĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесшĕн. Пахалăхлă урпа, ыраш туса илекен хуçалăхсемпе килĕшÿ тăватпăр,– тет лару-тăрупа паллаштарнă май “Букет Чувашии” АУО генеральнăй директорĕ Олег Мешков.

Çитĕнÿн чикки çук. Фирма ертÿçисем мĕн тунипе çеç çырлахасшăн мар. Производство хăватне тата ÿстерес, çынсен ĕç услови-йĕсене лайăхлатас, çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе усă курас тесе тăрăшаççĕ вĕсем. Предприяти мĕнле çул-йĕрпе аталанасси пуçлăхран нумай килет. Шупашкарти сăра пĕçерекен фирмăна вуннăмĕш çул О.Мешков ăнăçлă ертсе пырать.

Олег Вадимович пуçлăх должноçне йышăнсанах предприятие кризис лару-тăрăвĕнчен туртса кăларас тесе ĕçлеме пуçланă. Мĕн палăртнине пурнăçа кĕртнех. 2010 çул вара фирмăшăн уйрăмах ăнăçлă иртнĕ: кăларакан продукцин тата тупăшăн чи пысăк калăпăшне шăпах пĕлтĕр тунă вĕсем. Акционерсен уçă обществине çак çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республикинчи тирпейлекен производствăн II ушкăнĕнчи организацисем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсем тăрăх II степеньлĕ Дипломпа чысланă.

Олег Вадимович предприятире çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленипе çеç çырлахмасть, çынсем шалу виçипе кăмăллă пулччăр тесе те тăрăшать. Кăçалхи малтанхи çур çулта вăтам ĕç укçи 19 пин тенкĕпе танлашнă.

Хастар чăваш спортпа та питĕ туслă. Вăл вунă çул ытла ĕнтĕ республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн вице-президенчĕ. Ыттисем те сывă пурнăç йĕркипе туслашччăр тесе тăрăшать. Вăл тимленипех кунта сывлăх центрĕ ĕçлет. Çынсем пушă вăхăт тупăнсанах унта васкаççĕ.

“Букет Чувашии” фирма ыр кăмăллăх ĕçне те хастар хутшăнать. 2010–2011 çулсенче çеç çак тĕллевпе 5 млн ытла тенкĕ тăкакланă. Сăмах май каласан, Олег Вадимович кăçалхи Пĕлÿ кунĕнче Сăкăтри тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕсене волейбол мечĕкĕсене парса хавхалантарчĕ. Çавăн пекех “Авангард” хаçатпа район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çăмăл атлетсен эстафетинче çĕнтернисене те хавхалантарма май тупрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 сентября 2011
00:00
Поделиться