Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренеççĕ

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕрен программăпа килĕшÿллĕн вĕрентсе специалистсем хатĕрлет. Чăваш Республикинче 2011 çулта ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур работниксене васкавлă професси вĕрентĕвĕ памалли программăпа вунă çын ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче бухгалтерин 1 “С” программине алла илнĕ. Пĕр уйăхлăх курса вĕренсе тухнă хыççăн виçĕм кун пулас специалистсем пурте экзамена ăнăçлă тытнă.

Центрта çакнашкал вĕрентÿсем пулсах тăраççĕ. Çак кунсенче çеç маларах асăннă программăпа пĕлĕвне пуянлатас текенсен тепĕр ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Виçĕ эрнерен вĕсем те алла тивĕçлĕ документа илĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 сентября 2011
00:00
Поделиться