Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăвалла пулсан та–малалла

А. Иванов Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕнче 1954 çулта çуралнă. Вăрнарти совхозтехникумра ăс пухнă, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Кайран куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă.

1997 çулта ăна Первомайскинчи крахмал заводне ертсе пыма шаннă. Унта вăл 2005 çулчченех ĕçленĕ.

Мăшăрлă. Пилĕк ача: тăватă ывăл та пĕр хĕр. Халĕ виçĕ мăнук пур.

– Александр Ильич, пĕр вăхăт эсир икĕ “лава” туртаттăрччĕ: крахмал завода тата “Ударник” (халь тулли мар яваплă “Сидели” пĕрлешÿ) хуçалăха. Паян вара лару-тăру еплерех;

– 2005 çулта Первомайскинчи крахмал заводне уйрăм çынсем туяннă хыççăн, халь те директор шутланса тăратăп пулсан та, унта ĕçлеместĕп тесен те юрать. Мĕншĕн тесен мана унпа çыхăнтараканни нимĕн те çук. Пĕтĕм вăя хуçалăха аталантарнă çĕре яратăп.

– Халь шăпах хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ, апла пулсан хуçалăхри ĕç-хĕлпе вулакансене паллаштарар-ха.

– “Сидели” хуçалăхăн 1000 гектар ытла çĕр, май пур таран кашни гектар çĕрпе туллин усă курма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр кĕрхи тулă 110 гектар акса хăварнăччĕ, кăçал унăн лаптăкне 150-а çитересшĕн. Çуркунне тулă – 50, урпа – 50, сĕлĕ 50 гектар никĕсе хывнă. Паяна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Пĕр çул ÿсекен курăк 120 гектар акнăччĕ, ăна халăха хуçалăха сĕт сутнăшăн валеçсе панă. Çавăн пекех вăрлăх валли те хăварнă.

Эпир гербицидсемпе, минераллă удобренисемпе усă курмастпăр тесен те юрать. Ун вырăнне пусă çаврăнăшне тĕрĕс тытса пыма тăрăшатпăр. Кăçал хура пусă 150 гектар хăварнăччĕ, ăна çу каçипе пилĕк хут дискланă. Кунта кĕрхи культурăсене акма тытăннă. Нумай çул ÿсекен курăксене те кивелнипе 50 гектар пăсрăмăр, вĕсем вырăнне кĕрхисем çитĕнĕç.

–Чылай хуçалăхра кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем пур, сирĕн мĕнлерех;

– Хуçалăхра ĕçлекенсем çителĕклĕ. Вĕсем пулăшса пынипе, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнипе йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратпăр. В.Емелюков, В.Николаев, Д.Выросов, В.Хомуткин трактористсем акана та, вырмана та хастар хутшăнаççĕ. Çăвĕпе хирте вĕсем. К.Удалов, Г.Албутов, П.Григорьев сеяльщиксем акара хăйсене лайăх енчен кăна кăтартрĕç. Г.Прокопьев, И.Лисицын комбайнерсем, В.Албутов, А.Лисицын водительсем вырмара хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшрĕç. Яваплă тапхăра хăвăртрах вĕçлес тесе Аслă Чементен икĕ комбайн илсе килтĕмĕр, вĕсен хуçисем те питĕ тăрăшса ĕçлерĕç.

Тырра йĕтем çине Е.Николаева йышăнса тăчĕ. Çитес çула валли пирĕн вăрлăх хатĕр, шăтаслăхне тĕрĕслемелли çеç юлнă.

Халь хуть хăш ĕçре те техника кирлĕ. Н.Камышов ăсталăхне пула тракторсене те, комбайсене те вырăнтах юсаса тăтăмăр.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме çăмăл тесе калама çук, йывăрлăхсем тĕл пулсах тăраççĕ. Анчах кăçал вырма ирттерме Чăваш Ен Правительстви йÿнĕпе çунтармалли-сĕрмелли материал тупса пама май тупни чăннипех те савăнтарчĕ. Пирĕн хуçалăха ку чылай çăмăллăх кÿчĕ.

– Александр Ильич, сире халăх виççĕмĕш хут районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă. Шанăçа тÿрре кăларас тесен аванах тар тăкма тивет пуль...

–Эпĕ хам пĕччен нимĕн те тăваймастăп. Район администрацийĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял халăхĕ пулăшнипе умма лартнă тĕллевсене майĕпен пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Сителтен Пÿртле каякан çула хута ятăмăр. Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕпе В.Секретовпа пĕр чĕлхе тупса икĕ ялта та клубсене тĕпрен юсарăмăр. Район пуçлăхĕ М.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, районти тĕп больницăн аслă врачĕ Н.Тинюков тата Первомайски участок больницин тĕп врачĕ А.Емельянов тăрăшнипе Каншелĕнче çывăх вăхăтра аптека хута каймалла. Ялсенчи урамсене вак чул сарассипе те тимлетпĕр. Первомайски ял поселенине Ю.Федоров ертсе пынă чухне Сителти пĕр касса çапла майпа тирпейлерĕмĕр. Каншелĕнчи Советски урамĕнчи çула 500 метр тăршшĕ халăхпа пĕрле вак чул сарса хытартăмăр. Пÿртлĕри масар çине пÿрт лартнă, ăна валли хуçалăх вăрман уйăрса панă, çуртарнă. Çавăн пекех çак ялта бетон плитасенчен кĕпер хыврăмăр, халь Кĕçĕн Чементе те çакăн пекех тăвасшăн. Пÿртлĕре масар патне каякан çула та юсамалла, кун пирки Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕпе калаçнă.

Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула ялсенче пусăсем типсе ларчĕç. Шăхачра тахçан унччен усă курнă çăла тасаттартăмăр, кунта халĕ тăп-тăрă шыв тăрать.

Кăçал Сител ялĕнче шкул пулнă зданирен чиркÿ тума тытăнтăмăр. Ман кунта тепĕр çĕнĕ тивĕç хутшăнчĕ: старостăна суйларĕç. Кĕлĕ çурчĕн тăррине виттерттĕмĕр, аслă çулхисем укçа-тенкĕ енчен нумай пулăшрĕç. Халь предпринимательсен, тĕрлĕ вырăна ĕçлеме çÿрекенсен, çамрăксен вăйĕпе йĕри-таврашне сăн кĕртесшĕн. Стройматериалсене заказ панă. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 августа 2011
00:00
Поделиться