Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх сурсан, кÿлĕ тăвать

Шăнкăртамра пурăнакансем килти хушма хуçалăхра выльăх йышлă усраççĕ.

Чкаловски урамĕнче пурăнакансем çуллахи вăхăтра вара хур-кăвакал нумай çитĕнтереççĕ. Çавăнпа та вĕсем шыва юратакан кайăксем валли пĕрлехи вăйпа пĕве тума шутланă. Ватăсем калашле, халăх сурсан вара кÿлĕ пулатех. Пурте çак шухăша ырланăран, ĕçе питĕ хăвăрт пурнăçланă. Уйрăмах çак пуçарура Р.Халитовпа Р.Шарафутдинов пысăк хастарлăх кăтартнă. Паян çак ырă ĕçшĕн пурте хĕпĕртеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 августа 2011
00:00
Поделиться