Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк велосипедистсем– Раççей чемпионатĕнче

Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче темиçе куна пыракан велосипедистсен Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Ăмăртусенче 21 регионтан килсе çитнĕ 100 –е яхăн спортсмен тупăшрĕ. Республикăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен виçĕ спортсмен хутшăнчĕ. А.Матвеев, А.Михайлова тата С.Михайлова Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул çумĕнчи И.Калентьева ячĕллĕ велосипед спорчĕн уйрăмĕнче ăсталăхне туптаççĕ. Пĕрремĕш ăмăрту Шупашкар хулинчи хĕллехи спорт уйрăмĕн центрĕнче иртрĕ. Велосипедистсем пĕрин хыççăн тепри кайса уйрăм ăмăртрĕç. 1995-1996 çулхи хĕр ачасем хушшинче Анастасия Михайловăна çитекенни пулмарĕ. Çав çулхи арçын ачасем хушшинче Анатолий Матвеев иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 1997–1998 çулхи хĕр ачасем хушшинче Снежана Михайлова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.

Иккĕмĕш тапхăр Çĕнĕ Шупашкарти “Надежда” кану çурчĕ çумĕнчи сăртлă-туллă вырăнта иртрĕ. Чи малтан велосипедистсем сăрталла хăвăрт хăпарассипе тупăшрĕç. Малтанхи тапхăрти пекех 1995–1996 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче Анастасия Михайлова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çав çулхи арçын ачасем хушшинче Анатолий Матвеев иккĕмĕш. 1997–1998 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче Снежана Михайлова иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Виççĕмĕш кунхине спортсменсем сăртлă-туллă вырăнтан хăвăрт ярăнса анассипе ăмăртрĕç. Спортсменсен сăртлă-туллă вырăнтан пĕр çухрăма яхăн ярăнса анмалла. Вырăн-вырăнпа вĕсен хăвăртлăхĕ сехете 80 çухрăма та çитет. Çакăн пек хăвăртлăхпа А.Михайлова пĕр минут та 11 секкундра ярăнса тухса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Арçын ачасем хушшинче А.Матвеев тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Кĕçĕн хĕр ачасенчен С.Михайловăна çитекенни пулмарĕ.

Юлашки тапхăр Шупашкарта иртрĕ. Велосипедистсем олимпиада программине кĕртнĕ кросс-кантри енĕпе ăмăртрĕç. Спортсменсен 10 çухрăмлă, çырма-çатраллă çаврăма икĕ хутчен çаврăнмалла. Çак йывăр дистанцие аслă хĕр ачасем хушшинче А.Михайлова иккĕмĕш вĕçлерĕ, А.Матвеев та иккĕмĕш пулчĕ. Кĕçĕн хĕр ачасем хушшинче С.Михайлова аппăшĕнчен юлмарĕ, иккĕмĕш тухрĕ.

Пĕтĕм тапхăра пĕрлештернĕ хыççăн 1995–1996 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче Анастасия Михайлова Раççей чемпионĕ ята тивĕçрĕ. Ăна медальпе тата кубокпа чысларĕç. Анастасия спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне те пурнăçларĕ. Çав çулхи арçын ачасем хушшинче Анатолий Матвеев иккĕмĕш вырăнта. 1997–1998 çулсенчи хĕр ачасенчен Снежана Михайлова иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 августа 2011
00:00
Поделиться