Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сивĕ хĕл вĕлле хурчĕсене ан хăраттăр

“Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесси– пирĕн чун киленĕçĕ,” –теççĕ утарçăсем. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварассишĕн, ытларах ĕрчетсе ярассишĕн кашнийĕ чунтан тăрăшать. Пĕлмелли вара нумай. Йăнăшсенчен сыхланас, “ылтăн” хуртсене хĕле валли лайăх хатĕрлесе лартас тĕллевпе Красномайскинчи Юрий Чубаков фермер утарĕнче Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчи утарçăсен канашлăвĕ “Вĕлле хурчĕсен çемйисене хĕле тĕрĕс хатĕрлесе лартасси” темăпа иртрĕ. Кунта Муркаш, Шупашкар, Вăрнар, Элĕк районĕсенче, Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнче, Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем те килнĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Калмыков, кăнтăр районĕсен зоотехник-консультанчĕ Н.Пирожков, Чăваш Республикинчи Раççейри хурт-хăмăрçăсен наци союзĕн председателĕ Б.Кузьмин, Ульяновск облаçĕнчи Радищев районĕнчи зоотехник-консультант С.Башканов, районти ветеринари службин тата Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори ертÿçисем П.Ефимовпа Л.Ефимова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Семинар-канашлура “ноземат” препаратпа сахăр сиропне кирлĕ пек хутăштарасси, вĕлле хурчĕсене хĕле тĕрĕс хатĕрлесе лартасси, чир-чĕртен профилактика ирттересси, инверт сиропĕн эффективлăхĕ тата ытти ыйтусене те хускатрĕç. Республикăра вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесси мĕнле шайра пынине Б.Кузьмин каласа пачĕ. С.Башканов Радищевск районĕнчи утарçăсен опычĕпе, район хурт-хăмăр ĕрчетессипе епле аталаннипе паллаштарчĕ. Н.Пирожков Шăмăршă тата Патăрьел районĕсенчи утарçăсен ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр тĕп çемьерен 25 килограмм пыл юхтарса илнĕ. Çакă вĕлле хурчĕсене лайăх хĕл каçарнипе те çыхăннă.

“Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори” учрежденин директорĕ Л.Ефимова пыла лаборатори анализĕ тăвасси, тĕрĕслеве валли тĕрĕс илсе килесси, упрасси, суйласа илесси пирки чарăнса тăчĕ.

Практика пайĕнче Ю.Чубаковăн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç, вĕлле хурчĕсен çемйине хĕле тĕрĕс мĕнле хатĕрлемеллине пăхрĕç. Сăмах май, утарçă 70 ытла вĕлле тытать, “ылтăн” хуртсене валли ятарласа пыл паракан культурăсем–эспарцет тата фацели–лартса ÿстерет. Среднерусский ăратпа ĕçлет, çуллен амасене сутлăх чылай хатĕрлет.

Утарçăсем хурт-хăмăр инвентарĕсен, вĕлле хурчĕсен продукцийĕсен куравĕпе те кăмăллă юлчĕç.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
24 августа 2011
00:00
Поделиться