Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ирĕкре чупакан йытăсемшĕн явап тытма тивĕ

“Авангард” хаçатăн 2011 çулхи çурлан 6-мĕшĕнче пичетленнĕ “Ялсенче хуçасăр йытăсем йышлансах пыраççĕ” материал пирки çакна каласшăн. Чăваш Республикинчи “Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен” саккунăн 15 статйипе килĕшÿллĕн йытăсене тата ытти килти выльăх-чĕрлĕхе усрас тĕлĕшпе йĕркене пăснăшăн 500–2000 тенкĕ таран штраф параççĕ. Хăй тĕллĕн ĕçлекен организацисен (юридическое лицо) штрафĕ тата пысăкрах–20 пин тенкĕ таран.

Енчен те çакă çыннăн сывлăхĕпе е ăна тăкак кÿнипе çыхăннă пулсассăн штраф тата ÿсет: ахаль çынсемшĕн 4 пин тенкĕ, организацисемшĕн (юридическое лицо) 30 пин тенкĕ таран. Çавăнпа та ялсенчи урамсенче кам йыттисене ирĕке кăларать, вĕсен явап тытма тивет. Мĕншĕн тесен ирĕкре çÿрекен йытăсем кирек хăш вăхăтра та çынсене тапăнма, сăтăр тума пултараççĕ.

Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе район прокуратури вырăнти милици уполномоченнăйĕсемпе, ял поселенийĕн представителĕсемпе тăтăшах йытăсене усрамалли йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕрĕслет, кирлĕ йышăну кăларать. Вырăнти ял администрацийĕсенче те ирĕкре çапкаланса çÿрекен йытăсене тытассипе тимлеççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
24 августа 2011
00:00
Поделиться