Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Энергипе перекетлĕ усă курмалла

“Чăваш энерги сутакан компани” АУО Патăрьел район администрацийĕпе пĕрле компанин Патăрьелĕнчи филиалĕн базинче энерги перекетлесси тата эффективлă усă курасси пирки канашлу ирттернĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн, строительствăн тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Дикин, “Чăваш энерги сутакан компани” АУОн энерги перекетлекен управленийĕн тата энергоаудит пайĕн начальникĕсем Г.Бобекпа А.Самарин, пай специалисчĕсем хутшăннă. Канашлăва ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, шкул директорĕсене, районти тĕп больницăн, “Водоканал” ОООн, районти электричество сечĕсен представителĕсене, Патăрьел район администрацийĕн пай начальникĕсене тата специалисчĕсене те чĕннĕ.

“Энерги перекетлесси тата энерги эффективлăхне ÿстересси” федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2012 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен пур бюджет организаци объекчĕсен энерги тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, Раççей энергетика министерствинче регистрациленĕ энерги паспортне илмелле. “Энерги сутакан компани” пĕрлешĕвĕн представителĕсем шăпах çак ыйтупа тухса калаçнă. Кунти персонал И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче энергоаудиторсем хатĕрлемелли программăпа кирлĕ пĕлÿ илнĕ, аттестаци витĕр тухнă. Çавăн пекех тĕрĕслевсем ирттерме куçса çÿрекен лаборатори те, унта шутламалли тата энергетика паспортне тумалли “АРМ Энергоаудит” комплекслă программа та пур.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Н.Глуховпа И.Дикин бюджет сферинчи объектсене энергетика тĕрĕслевĕ ирттернин уссине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ, ертÿçĕсемпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене энергоаудиторсемпе çывăх вăхăтрах энерги тĕрĕслевĕ ирттерме килĕшÿ çырмаллине каланă. Унтан пурте пĕрле “Чăваш энерги сутакан компани” АУОн Патăрьелĕнчи филиалĕн çĕнĕ офисĕпе, ăна шăпах энерги перекетлекен тата энерги эффективлăхĕн технологийĕпе усă курса тунă, паллашнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
24 августа 2011
00:00
Поделиться