Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлав ыйтăвĕпе– канашлу

Виçĕм кун район администрацийĕн залĕнче РФ Патшалăх Думин улттăмĕш, ЧР Патшалăх Канашĕн пиллĕкмĕш созыври депутачĕсене суйлас ыйтупа канашлу иртрĕ. Канашлăва Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи территори суйлав комиссийĕсен председателĕсем, вĕсен çумĕсем, секретарĕсемпе членĕсем, политика партийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва хутшăннисене республикăри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков, Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ П.Куприн раштавăн 4-мĕшĕнче иртекен суйлав пĕлтерĕшĕ, участокри суйлав комиссийĕсен тĕллевĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов суйлавпа çыхăннă ыйтусене çивĕчлетрĕ, Патăрьелсем суйлава пысăк хастарлăхпа, ăнланулăхпа хутшăнасса шаннине каларĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
20 августа 2011
00:00
Поделиться