Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кубок Канашсенче, Патăрьелсем–иккĕмĕш

Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадион Физкультурник кунĕнче, çурлан 13-мĕшĕнче, шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Кунта хăйсем пурăнакан вырăнсенче йĕркеленĕ командăсен физкультурăпа спортăн çуллахи III Спартакиади иртрĕ. Спартакиадăн финал пайне 300 яхăн хĕрпе каччă, 12 районтан тата 4 хуларан килнĕ 18 команда хутшăнчĕ.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А. Яковлев, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Румянцев, ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А.Краснов хутшăнчĕç. Спартакиадăна килнисене, спорт ветеранĕсене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, чăтăмлăх, çĕнтерÿ сунчĕç. Унтан А. Яковлев ЧР Президент Администрацийĕн хушăвне пурнăçласа яллă вырăнта йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри II Сабантуя хатĕрленме тата ирттерсе яма хастар хутшăннăшăн “Паттăр” спорт шкулĕн директорне А. Краснова Тав çырăвĕ, çак шкулти тренер-преподавательте тăрăшакан А. Камалетдинова спортра тÿрĕ кăмăлпа нумай çул хушши ĕçленĕшĕн РФ физкультура, спорт, туризм тата çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвне пачĕ.

Спартакиада спортăн 5 тĕсĕпе иртрĕ: урамри баскетбол (хĕрсемпе каччăсем хушшинче уйрăм), мини-футбол, чушкăлла вылясси, канат туртасси тата шывра ишесси.

Шывра ишнĕ çĕрте 1998-1999 çулта çуралнă ачасем хутшăнчĕç: икĕ хĕрачапа икĕ арçын ача. Кунта малти вырăна Шупашкар хулинчен килнĕ “Уруковский” команда йышăнчĕ. Иккĕмĕшне Çĕнĕ Шупашкарти “Новчик”, виççĕмĕшне Вăрмарти “Илем” командăсем тухрĕç.

Стрит-баскет вăййинче 1996-1997 çулта çуралнă каччăсем хушшинче тупăшусем питĕ хĕрÿ иртрĕç, çĕнтерÿçĕ ятне Шупашкар районĕнчи “Кугеси” команда тивĕçрĕ. “Новчик” тата Канаш хулинчи “БАМ” командăсем 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсемпе çырлахрĕç. Çак вăйăрах хĕрсем хушшинче “БАМ” команда лайăх вылярĕ. Куславкка районĕнчи “АТĂЛ”–кĕмĕл, “Илем”–бронза призерĕсем пулчĕç.

Мини-футболла вылянă каччăсен командисенчен малти вырăнсене “Илем”, “Олимп” (Елчĕк районĕ) тата “Уруковский” тухрĕç.

Чушкăлла выляссипе Патăрьел районĕн “Батырево” команди хăйĕн пултарулăхне лайăх кăтартрĕ, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта та Патăрьелсемех: “Чеменево” команда. Канаш районĕнчи “Шихазаны” команда виççĕмĕш йышăнчĕ.

Канат туртассипе призлă вырăнсенче “Батырево”, “Чеменево”, “Уруковский” командăсем пулчĕç.

Ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Канаш хулинчи “БАМ” команда çĕнтерни, Спартакиадăн кубокне тивĕçни палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна Патăрьел районĕнчи “Чеменево”, виççĕмĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти “Новчик” командăсем йышăнчĕç. Вĕсем икĕ кун лагерьте канĕç. Спортăн уйрăм ĕнĕсемпе çĕнтернисем те дипломсемпе медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Çак кунах “Паттăр” стадионта чушкăлла выляссипе районта мала тухассишĕн те ăмăртрĕç: Д. Коннов, С. Маков, С. Измуков ăнăçлă вылярĕç.

50-59 çулти спорт ветеранĕсем хушшинче чупассипе Хурама-Тварти Т. Давыдов мала тухрĕ, ун хыççăн кăштах çеç каярах юлса финиша Турханти Г. Осипов кĕчĕ.

60 çул тата аслăраххисенчен малти вырăнсене Туçари В. Салмин тата Сăкăтри Н. Ларионов йышăнчĕç.

Шашкăлла выляссипе Н. Федорова (Патăрьел) çитекенни пулмарĕ, вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Н. Ларионов (Сăкăт)–иккĕмĕш, П. Кальметов (Кĕçĕн Патăрьел) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Шахматра вара М. Абдуллинăн (Кзыл-Чишма) тавçăрулăхĕ пысăкки палăрчĕ. Р.Якуповпа (Кзыл-Камыш) Р. Даутов (Хирти Пикшик) ăста вылярĕç.

Физкультурник кунне стадионта уявласси спорт ветеранĕсемпе çамрăксем футболла вылянипе–кĕçĕннисем аслисенчен 7:1 шутпа выляса илнипе–вĕçленчĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
20 августа 2011
00:00
Поделиться