Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхпа тĕл пулчĕç, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç

Районта йăлана кĕнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем: Чăваш Республикин кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономикин кăтартăвĕсем; 2011–2012 çулхи вĕренÿ çулне хатĕрленесси; пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2011–2012 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Çавăн пекех кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явма Чăваш Республикин финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин вырăнти управленийĕн ертÿçи Н.Константинова, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ С.Белоусов, РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти патшалăх учрежденийĕн управляющи çумĕ Т.Алексеева, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕн директорĕн çумĕ Э.Бахмисов, Шупашкарти “Букет Чувашии” сăра вĕретекен фирма АУОн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Е. Тихонов хутшăнчĕç.

Информаци кунне килнисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов кĕскен хамăр тăрăхри социаллă пурнăçпа, экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.

–Паянхи кун йĕркинчи виçĕ ыйту та çулталăк тăрăшшĕпе çирĕп тытса пымалли çивĕч ыйтусем. Хальхи вăхăтра вĕсем пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме хатĕр. Хĕл пирĕншĕн кĕтменлĕх ан пултăр тесен, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансен юлнă вăхăтпа усă курса хăш-пĕр ыйтусене тата ытларах çивĕчлетмелле, халăхран çăмăллăхсемшĕн тÿлемелли укçана пуçтарса ĕçе кĕртмелле. Шартлама хĕл кунĕ эпир ĕçлесе пĕтерейменнине шута илмĕ, – терĕ Николай Иванович çирĕппĕн хатĕрленÿ тапхăрĕсене кĕскен хак панă май. Ку таранччен районта строительство ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Пурăнмалли çуртсен калăпăшĕ çулран-çул ÿссе пыни те кăмăллă. Нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнче икĕ çурт хута кайнă. Çывăх вăхăтрах тепĕр иккĕшĕ хуçисене кĕтсе илĕ. Суту-илÿре, обществăлла апатланура таварçаврăнăш калăпăшĕ ÿсни вара пирĕн халăх ĕçлĕ пулнине, тупăш çăл куçĕсене тупма пултарнине çирĕплетет.

Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ хресчен çитĕнтерсе туса илекен продукцисен хакне çирĕп йĕркелемелли пирки каларĕ. Сăмахран, халĕ хĕрлĕ кăшмана халăхран 2 тенкĕпе çеç пуçтараççĕ. Мускаври пасарта вара ăна килограмне 31-32 тенкĕпе сутаççĕ! Çĕр ĕçченĕн мĕншĕн хăй тарĕпе туса илнĕ çимĕçе çапла йÿнĕпе сутмалла-ха;

Информаци кунĕнчи ыйтусемпе Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина тухса калаçрĕ. Светлана Александровна республикăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, шкулпа, коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусене çивĕчлетрĕ, Патăрьелсем çакнашкал яваплă тапхăра яланах пысăк ăнланулăхпа хатĕрленсе кĕтсе илнине палăртрĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем Патăрьел, Кзыл-Чишма ял поселенийĕсенче пулса ял халăхĕпе, шкул, ясли-сад коллективĕсемпе тата ыттисемпе те тĕл пулса хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç. Юлашкинчен райадминистрацинче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
20 августа 2011
00:00
Поделиться