Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăхсене те тимлĕх кирлĕ

Çурлан 12-мĕшĕнче Чăваш Енри ветеринари патшалăх службин ертÿçи Г.Яковлев пирĕн районта пулнă. Малтанах Геннадий Александрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа тĕл пулнă, республикăри тата Раççейри эпизоотилле лару-тăрупа паллаштарнă, Чăваш Республикин территоринче, çав шутра Патăрьел тăрăхĕнче те, сыснасен Африка чуми чирĕ сарăласран сыхланас ыйтупа мĕнле ĕçленине сÿтсе явнă, фермăсене хĕле хатĕрлесси пирки калаçнă. Г.Яковлев районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕпе П.Ефимовпа “Батыревский” тата “Красное знамя” хуçалăхсене çитсе курнă, выльăх апачĕ янтăлассипе тата витесенче сивĕ кунсене кĕтсе мĕн-мĕн тунипе кăсăкланнă.

Геннадий Александрович Сăкăтри ветеринари участокне те çитсе курнă, профилактика планĕпе тата эпизоотилле лару-тăрăва хирĕç кĕрешмелли мероприятисемпе паллашнă, çурта юсав кирлине палăртнă. П.Ефимов ку ыйтупа тимленине, кăçалхи авăн уйăхĕнче строительство ĕçĕсем тытăнассине пĕлтернĕ.

Çавăн пекех республикăри тĕп ветеринар “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Патăрьел районĕнчи станцийĕ” тата “Патăрьелĕнчи зонăри ветлабораторийĕ” учрежденисен коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ветеринари служби профилактика мероприятийĕсене вăхăтра пурнăçланăран районта выльăхсем ерекен чирсемпе чирлесси тата вилесси сахалланнă. Бруцеллез, туберкулез, çĕпĕр язви, чума чирĕсене парăнтарма пултарнинче те ветеринарсен тивĕçĕ пысăк.

Районта патшалăх ветеринари учрежденийĕ 12 шутланать, вĕсенчен 9 ветеринари участокĕ тата ветлечебница çумĕнче искусственнăй майпа йăхтармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, пăру 134 пуç ытларах илнĕ.

Тĕл пулура Г.Яковлев районти ветеринари специалисчĕсене выльăх-чĕрлĕхшĕн хăрушă чирсемпе кĕрешессипе малашне те ăнăçлă ĕçлеме, хĕле хатĕрленесси патне тимлĕх тата та ытларах уйăрма каланă.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться