Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсен ĕçĕ курăмлă

Строитель профессийĕ пирĕн çĕр-шывра хисеплисенчен пĕри шутланать. Канмалли кун вара вĕсен уявĕ–Строитель кунĕ– пулчĕ.. “Хĕвеллĕ” уçланкăра савăнăçлă мероприяти Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ уяв концерчĕпе пуçланчĕ. Строительсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн, строительствăн тата коммунналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Дикин, строительство организацийĕсен ертÿçисем тата ыттисем те саламларĕç. Пултаруллисене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, укçан наградăларĕç. Чи пысăк парне тулли мар яваплă “Булат” пĕрлешÿ директорĕ Р. Абдулвалеев турĕ, вăл икĕ ĕçченне – И. Сантина штукатур-маляра тата каменщиксен бригадирне Р.Алеева–сывлăхĕсене çирĕплетме санаторине кайма путевкăсем, А. Юнусов водителе, вăл асăннă организацинче 15 çул ытла тăрăшать, çĕнĕ “ВАЗ-2107” автомашинăн çăра уççине пачĕ Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов строительсене уявпа саламланă хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр Сăкăтра 320 ача вырнаçмалăх шкула хута янине, Патăрьелĕнче 240 вырăнлă ача садне реконструкцилеме тытăннине, Шăнкăртамра 8 ушкăн вырнаçмалăх шкул çулне çитменнисен учрежденин проектпа смета документацийĕ хатĕррине, утă уйăхĕнче “Чăваш энерги сутакан компани” АУОн Патăрьелĕнчи филиалĕн зданине сумлă лару тăрура уçнине пĕлтерчĕ. Объектсем çĕкленисĕр пуçне Патăрьелĕнче канализаци ыйтăвĕпе ĕçлеме тытăннине каларĕ. Пикшик тата Туçа ял поселенийĕсем республика программипе килĕшÿллĕн комплекслă компактлă çуртсем тума 3 миллион тенкĕ ытларах гранта тивĕçнĕ.

Патăрьелпе Улатăра çыхăнтаракан çула тăвасси те вĕçленсе пырать. Çавăн пек районта çĕнĕ урамсене электрификацилессипе те тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Кăçал 11 ял поселенийĕнчи 18 урама çутă çитмелле, паяна 11 объектра ĕçе вĕçленĕ.

–Эпир пĕтĕм норматива пăхăнса кĕске вăхăтра тата пахалăхлă тума вĕрентĕмĕр. Патăрьел районĕнче пысăк квалификациллĕ строительсем, чăн-чăн ĕçченсенсем, хисепе тивĕçлисем, хăйсен отраслĕнче çĕнĕ технологисемпе усă куракансем вăй хуни чăннипех те савăнтарать, – терĕ Николай Иванович.

Уявра ăмăртусем, конкурссем иртрĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться