Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Çурлан 15-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕннĕ 17713 гектартан 6957 гектарта ĕç вĕçленнĕ. Тухăç вăтамран 28,5 центнерпа танлашать. “Батыревский” (41,6 центнер), “Малалла” (35,6), “Исток” (33,2) хуçалăхсенче кăтарту яланхиллех пысăк.

Кĕрхи çĕртме 3528 гектар е палăртнинчен 52,5 процент чухлĕ хатĕрленĕ.

Утă – 5941, сенаж – 18411, силос 4550 тонна янтăланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться