Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника ялан кирлĕ, пултăр вăл юсавлă

Халь шăпах хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ: выльăх апачĕ хатĕрлемелле, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле... Техника кашни утăмрах кирлĕ, унсăрăн нимĕн тума та çук. Анчах вĕсем пурте çула тухма юрăхлă-и, çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлармаççĕ-и, тавралăха вараламаççĕ-и; Йĕркене пăсакансене тупса палăртас, инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе çулленех çурлан 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен “Трактор” операци иртет. Çак вăхăтра ятарласа йĕркеленĕ комисси кашни яла çитсе “хурçă утсене”, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене тĕрĕслени пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ. Нумай пулмасть комисси рейда тухса Первомайски, Пăлапуç Пашьел тата Ишлĕ ял поселенийĕсене çитрĕ. Тĕрĕслеве лекнĕ пĕрремĕш трактор “Малалла” хуçалăхăн пулчĕ. Кунта техника паркне тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Çуркунне “хурçă ута” техосмотр витĕр кăларнă, механизатор хăй те сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Документсем енчен кăлтăксем çук тесен те юрать, путевка çине тракториста ирхине медицина ĕçченĕ пăхнине, çула тухма ирĕк панине кăтартманнине шута илмесен.

Малалла Пăлапуç Пашьел еннелле çул тытрăмăр. Тĕлĕнмелле пек те, анчах ку енче трактор хуçисем техникăна регистрацине тăратмалли пирки илтмен те, пĕлмен те тейĕн. Тĕрĕсленĕ “хурçă утсенчен” пĕри те шутра мар. Тĕл пулнă “Т-25” тракторăн номерĕ те çук, сăрламан та. “Т-40” пирки те çакнах каламалла, çитменнине тата поворотникĕсем те йĕркеллех мар. Унпалан вара утă турттарса килнĕ. Инкек пулсан кама айăпламалла;

Ишлĕре те çула хăрамасăр тухма юрăхлă техника кураймарăмăр. Тĕрĕсленĕ тăватă трактортан пĕри те регистрациленмен, хăйсем пурте куллен тенĕ пекех ĕçе хутшăнаççĕ. Вĕсемпе утă çулма та, турттарса килме те усă кураççĕ. Пĕри вара паянчченех кивĕ номерпе çÿрет, ăна трактор хуçине илтермех тиврĕ. “Хурçă утсем” çинче аптечка, огнетушитель те çук. Инкек сиксе тухсан пĕрремĕш пулăшу мĕнле параççĕ-ши;

Техника туянсан, малтанхи вырăнтан шутран кăларнă пулсан, транзит номерĕпе – 20, ытти чухне 5 кунра регистрацине тăмалла. “Т-25” хуçи кун пирки “маннă” курăнать, вăхăт чылай иртнĕ пулсан та трактора халĕ те шута илмен. Страхламалли пирки асăрхаттарнă хыççăн çамрăк тракторист тÿрех страхлакан агентпа ĕçе пикенчĕç.

Тĕрĕслеве лекнĕ, кăлтăксем тупса палăртнă техника хуçисене асăрхаттарма, штраф пама тиврĕ.

Уйрăм çынсен аллинчи тракторсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Çĕннисене туянма укçа нумай кирлĕ, вăл вара ял халăхĕн ахаль те шутлă кăна, çавăнпах кивĕреххисене, амортизаци срокĕ тухнисене илеççĕ. Вĕсемпе вара тимлĕрех пулма тивет. Документсене вăхăтра улăштарасси, техникăна регистрацилесси, лайăх юсаса çуллен тĕрĕслев витĕр кăларасси, страхласси пирки уйрăмах ас туса тăмалла. “Хурçă утсемпе” çула тухма, ĕçе хутшăнма яланах шанчăклă пултăр.

И.ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзор инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ, Г.КРЫЛОВ, ĕç сыхлавĕн специалисчĕ, В.СМИРНОВ, çул-йĕр инспекторĕ, .ПАВЛОВА,

хаçат сотрудник



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться