Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сиплев учрежденийĕ–çирĕмре

Кун çути курса çирĕм тултарнă çын ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитмелли вăхăт темелле. Патăрьелĕнчи “Çăл куç” профилактори те çак тапхăр хушшинче чылай тĕрекленчĕ, аталанчĕ, сиплев аппарачĕсемпе пуянланчĕ... Çак эрнере коллектив халăх сывлăхне сиплес тĕлĕшпе уçăлнă учреждени çирĕм çул тултарнине паллă тăвать. Ăна ку таранчченех Д.Гайнуллина врач чыслăн ертсе пырать. Дильбер Зардыновна икĕ теçетке çул хушшинче миçе çĕр çынна ырă туман-ши; Пысăк ăсталăхлă тухтăра кашниех чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав сăмахĕ калать.

Профилакторие çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çын йышлă çÿрет. Хальхи вăхăтра та “Çăл куçра” 20–25 çын сипленет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться