Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурне те шута илмелле

Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Республикинчи организацийĕ пирĕн районта канашлу ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ– йывăр куçса çÿрекен ушкăнти халăха инфратытăм объекчĕсем патне пымалли çула тăвассине мĕнле пăхăнни. Канашлăва Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи инвалидсен организацийĕсен председателĕсем, Чăваш Республикинчи районсенчи прокуратура органĕсен, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти хÿтлĕх пайĕн представителĕсем хутшăннă. Кун йĕркине лартнă ыйтупа Туçа ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин, Пикшик ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Козлова тухса калаçнă, вырăнсенче инвалидсене тĕрлĕрен объектсене кĕрсе-тухса çÿремелли условисем туса панипе паллаштарнă. Районсенчи инвалидсен обществин председателĕсен отчечĕсене итленĕ хыççăн прокуратура представителĕсем ку енĕпе саккуна мĕнле пăхăннине пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикинчи инвалидсен организацийĕн председателĕ М.Кузьминых Омск облаçĕнче инвалидсене тĕрлĕрен социаллă, суту-илÿ, транспорт çурчĕсене кĕрсе çÿремелли условисем туса панă пирки каласа панă.

Пирĕн районта инвалидсене кĕрсе тухма меллĕ услови туса памалли 233 объект шутланать. Вĕсенчен 125-шĕнче çуртсемпе сооруженисем патне пымалли çула саккуна пăхăнса пурнăçланă. Канашлура ял поселенийĕсенче инвалидсене урамра куçса çÿреме, социаллă-культурăллă тата ытти объектсене çăмăллăнах кĕрсе тухма кирлĕ услови туса памаллине çивĕчлетнĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
17 августа 2011
00:00
Поделиться