Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саккун умÿнчи пÿр танлахшен

РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕ 2007 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçланă. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсене пĕрлештерсе тăрать. Кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнчен федерацин “Раççей Федерацийĕнчи следстви комитечĕ çинчен” саккун вăя кĕчĕ. Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмне пĕрремĕш кунтанпах Р.Шайхалов ертсе пырать. Унпа çак кунсенче пирĕн корреспондент курса калаçнă.

–Руслан Небиуллович, следстви пайне йĕркеленин тĕллевĕсем мĕнлерех;

–Чи малтанах граждансен, обществăн, патшалăхăн судченхи тĕпчев ĕçĕнчи саккунлă прависене, саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси, Конституцие çирĕп пăхăнса пурнăçласси. Паллах, преступленисем тунине хирĕç кĕрешесси те тĕп тĕллевсен шутĕнчех.

–Кадрсем енĕпе лару-тăру еплерех;

–Штатпа палăртнă должноçсене ятарлă пĕлÿллĕ, опытлă юристсемпе тивĕçтернĕ. Техникăллă ĕçсенче те çын çителĕклĕ. Халĕ пирĕн пайра мансăр пуçне Р.Салимзянов ертÿçĕ çумĕ, В.Егоров ертÿçĕн аслă пулăшуçи, чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ В.Ярушкин, Д.Тазюков, А.Эткеров, В.Зайцев аслă следовательсем, Н.Маркиданова аслă инспектор-делопроизводитель, И.Серов водитель тăрăшаççĕ.

–Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарсамăр.

–2011 çулхи çур çулта следстви уйрăмĕн следователĕсем преступлени пирки 250 пĕлтерĕве пăхса тухнă. Вĕсемпе 52 уголовлă ĕç пуçарнă, 48-шне суда янă. Ытти çулсенчи пекех пурнăçпа тата сывлăхпа çыхăннă преступленисем ытларах. Çакă вара çынсем эрех-сăрапа иртĕхнинчен, тĕллевсĕр пурнăçпа пурăннинчен килет.

–Эсир, паллах, преступленисен шутне тĕрлĕ енлĕ тишкерсех тăратăр. Мĕнлереххисем, мĕнлерех никĕс çинче ытларах пăсаççĕ саккунсене;

Вĕçленĕ уголовлă ĕçсен шутĕнче уйрăм çын пурнăçĕпе сывлăхне тапăннисем нумай. Питĕ йывăр тата йывăр преступленисем ытларах çемьере пулаççĕ. Вĕсен тĕп сăлтавĕ – эрех-сăрапа виçесĕр иртĕхни, çăмăл тата тĕллевсĕр пурнăç йĕрки. Çак хăрушă япаласене хирĕç вирлĕрех те вирлĕрех кĕрешмелле. Вĕсем – обществăна, кашни çын пурнăçне аркатакан пулăмсем.

Районти следстви комитечĕ прокуратурăпа, оперативлă шырав ĕçĕпе тимлекен органсемпе пĕрле ĕçлесе коррупципе çыхăннă преступленисене уçса парассипе те чылай тимленĕ. Кун пек фактсем кашни районтах пулнă. Патăрьел районĕнчи пĕр ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине вара ют пурлăха вăрланăшăн, кооператив работникĕсене шалу тÿлеменшĕн уголовлă майпа айăпланă

–Хăвăрăн ĕçĕрти малашлăх тĕллевĕсем еплерех;

–Преступлени турăн – явап тыт, ют çын правине хĕсĕрлерĕн – явап тыт, – çакăн пек пирĕн кулленхи ĕç ыйтни. Саккун умĕнче пур те пĕр тан пулмалла: пысăк вырăнта-и эсĕ е пĕчĕк çеç ĕçре. Конституци çавăн пек хушать.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2011
00:00
Поделиться