Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Куçса çÿрекен флюорографи çăмăллăхĕпе усă курмаллах

Приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туяннă куçса çÿрекен флюорографи машини çулсеренех ял поселенийĕсенче пулса çынсене йышăнать. Медицина ĕçченĕсем вырăнсенче уйрăмах икĕ е унран та ытларах çул хăйсен ÿпкин ÿкерчĕкне туманнисене тĕрĕслеме тăрăшаççĕ. Анчах та хăш-пĕр граждансем çак тĕрĕслевĕн пĕлтерĕшне хакламасăр унтан пăрăнса çÿреççĕ. Утă уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче куçса çÿрекен флюорографи Первомайски ял поселенинче пулнă, ял халăхне йышăннă.

Çак медицина оборудованийĕ ытти ял поселенисене çитсен те граждансен хăйсем енчен пысăк хастарлăх кăтартмалла, ÿпке чирĕнчен асăрханма сывлăхне тĕрĕслеттермеллех.




"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2011
00:00
Поделиться