Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасем хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнччăр

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра çул-йĕр çинче ачасем хутшăннипе 106 инкек пулнă. Аварисенче пĕр ачан пурнăçĕ татăлнă,112-шĕ вара аманнă. Çакнашкал пăтăрмахсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пулнă. Малашне те шута илмелли, асăрханмалли сăлтавĕ вара пурах. Ку таранччен çул çинче ачасем хутшăннипе тăватă авари пулнă. Юрать-ха инкек синкерлĕ вĕçленмен. Çапах та вĕсенче тăватă ача аманнă. Çуллахи каникул вăхăчĕ пуриншĕн те кăмăллă, инкек-синкексĕр ирттĕр тесе районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ утă уйăхĕн 22–29-мĕшĕсенче “Ачасем” профилактика мероприятийĕ ирттернĕ.

Çак тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пропаганда рейчĕсем йĕркеленĕ, çуран пыракан ачасем, вĕсене турттаракан водительсем çул-йĕр правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Инспекторсем çынсем йышлă çÿрекен вырăнсенче, ачасен ĕçпе кану лагерĕсенче пулса тĕрлĕрен мероприятисем йĕркеленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 июля 2011
00:00
Поделиться