Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тимлĕх, асăрханулăх – çул çинчи кирлĕ енсем

Пурнăçра чылай чухне тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен хамăртан килекен сăлтавпа кирек хăш вăхăтра та инкек сиксе тухма пултарать. Кашни кун çула тухакан водительсен вара пушшех те çак енсене çирĕп пăхăнмалла. ăçалхи çур çулта пирĕн район территоринче 17 автоавари пулнă. Вĕсенче тăватă çын вилнĕ, 24-шĕ аманнă. Çула тухакан водительсем хăйсем сăра е эрех ĕçмелле маррине лайăх пĕлеççĕ пулин те ÿсĕрле руль умне ларакансем тупăнсах тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал виçĕ факта шута илнĕ. Вĕсен айăпĕпе пулнă аварисенче çичĕ çын аманнă, вилнĕ тĕслĕхсем çук. Çул çинче ачасем хутшăннипе аварисем пулни те пăшăрхантарать. Ултă уйăхра çакнашкал виçĕ инкекре çуран пыракан виçĕ ача аманнă.

Райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем мĕн пурĕ çак тапхăрта çул-йĕр правилине пăснă 3000 тĕслĕхе тупса палăртнă, граждансен ячĕсемпе протоколсем çырнă. Вăл шутра хăвăртлăха пысăклатнăшăн 1032, çуран пыракансем çул-йĕр правилине пăснăшăн 119, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе усă курманшăн 352, штраф вăхăтра тÿлеменшĕн 112 протокол.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти автопредприятири должноçри сакăр çынна административлă майпа айăпланă. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çул çинче йĕрке тăвакан инспекторсем çула пăхса тăракан организацисем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн должноçри виçĕ çынна саккунпа явап тыттарнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2011
00:00
Поделиться