Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шывăн туратти çук

Шывăн туратти çук

Шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла

Яланах асра тытăр

Шыва кĕмелли вырăн тарăн пулмалла мар, пĕве-кÿлĕ тĕпĕ таса пултăр;

ывăннине туйсан шыва ан кĕрĕр;

эрех-сăра ĕçсен çыран хĕррине те ан пырăр, çавăн пекех выçăлла тата апат çинĕ хыççăн икĕ сехет иртмесĕр шыва кĕме юрамасть;

вăйлă хум, юхăм тата шыв температури 18 градусран пĕчĕк пулсан шыва кĕмелле мар;

ишме пĕлмесен шыв пилĕкрен тарăн ан пултăр;

тарăнăшĕ паллă мар вырăнсенче чăмма юрамасть;

15 çула çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕ пур чухне кăна шыва кĕмелле;

шыва, çыран хĕррине кĕленчесем, ытти çÿп-çап ан пăрахăр.

Путакана çăласси

Путакана хăвăртрах çăлма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вăл нумай вăхăт сывламасăр пултараймасть. Шыва анса кайнă хыççăн 20-30 секундран сывласа ярать. Инкеке лекнĕ çын шыв сывлав çулĕсене пÿлнипе антăхса каять. Путакан мăйран ярса ан илтĕр тесен ун патне хыçран ишсе пымалла, ăна хул айĕнчен е ĕнсе хыçĕнчен тытса çыран хĕрринелле çурăм çинче ишмелле. Инкеке лекнĕ çыннăн пичĕ шыв çийĕн пулмалла. Çыран хĕррине илсе тухсан унăн тум-тирне хывмалла, сăмсине, çăварне хăйăртан, ытти тасамарлăхран тасатмалла. Унтан ÿпкерен, вар-хырăмран шыв кăлармалла: çăлаканăн пĕр чĕркуççи çине тăрса теприн çине инкек тÿсекене хырăмпа хумалла, алăпа хул калакки тĕлĕнчен çăвартан шыв тухса пĕтичченех вăйлăн темиçе хут пусмалла. Унтан çынна сывлама тытăничченех искусственнăй майпа сывлаттармалла тата чĕрине тÿрĕ мар массаж тумалла. Тăна кĕнĕ хыççăн ăна, ăшăнтăр тесе, шывпа е спиртпа йĕпетнĕ ал шăллипе сăтăрмалла, вĕри чей е кофе ĕçтермелле. Васкавлăн тухтăрсене чĕнмелле.

Искусственнăй майпа сывлаттарни тата чĕрене тÿрĕ мар массаж туни

Искусственнăй майпа сывлаттармаллин чи эффективлă мелĕ – “çăвартан-çăвара”. Пулăшакан чĕркуçленет, тарăннăн сывласа илсе инкеке лекнĕ çын çăварне сăмса тутăрĕ витĕр сывлăш ярать. Сывлăш тухса ан кайтăр тесен сăмсана алăпа пăчăртамалла. Искусственнăй майпа сывлаттарнине чĕрене тÿрĕ мар массаж тунипе черетлемелле.

Пулăшу параканăн путма пуçланă çыннăн сулахай енне тăмалла, кăкăр кăшкарĕн аялти виççĕмĕш пайĕ çине икĕ алă сыппине хурса минутра 50-60 хут пусмалла.

Йĕркене çирĕп пăхăнмалла. 1-2 хут искусственнăй майпа сывлаттарнă хыççăн чĕрене тÿрĕ мар массаж 4-5 хут кăна туни тухăçсăр.

Шывран туртса кăларнă хыççăн çын пурнăç паллисемсĕр пулсан та ăна пĕрремĕш пулăшу памаллах. Инкеке лекнисем сехет иртсен те тăна кĕни практикăра тĕл пулать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2011
00:00
Поделиться