Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти вун пĕр ялта хальлĕхе пĕр ача та çуралман

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн статистикине тĕпченĕ тăрăх 2002–2011 çулсене танлаштарсан 2009 çулта – 526, 2007 çулта – 495, 2010 çулта 471 пепке çуралнă. Çаксем чи ăнăçлă çулсем шутланаççĕ.

Кăçалхи çур çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 224 ача çут тĕнчене килнĕ. Анчах та кунта çакна та палăртса хăвармалла. Районти 56 ялтан вун пĕрĕшĕнче кăçал ку таранччен пĕр ача та çуралман. Вĕсенче пач та çамрăксем пурăнмаççĕ-ши; Вун виçĕ ялта пĕрер ача хутшăннă, улттăшĕнче вара çемьере икшер “çĕнĕ кайăк” сасси янăранă. Ку тĕлĕшпе çур çулхи “рекордсменсем” Патăрьелсемпе (50) Шăнкăртамсем (39) шутланаççĕ.

Патшалăх ку чухне çамрăк мăшăрсене пурнăçа сыпăнтарса яма тĕрлĕ çăмăллăх туса парать. Унпа вара туллин усă курма тăрăшмаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2011
00:00
Поделиться