Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асфальт сараççĕ, çулсене юсаççĕ

Патăрьел районĕнче хытă сийлĕ автомобиль çулĕн тăршшĕ 298,0 çухрăм тăршшĕ, вăл шутран федераллă трасса–18,6, республикăн – 89,7, вырăнти 189,77 çухрăм (районăн харпăрлăхĕнче–115,4 çухрăм, ял поселенийĕсенче–74,37) шутланать. Нормативлă ыйтупа килĕшсе тăман вырăнти çул-йĕр тăршшĕ 40,88 (21,5 процент) çухрăм. 2006-2008 çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче асфальтпа бетон сийлĕ автомобиль çулĕ 52,0 çухрăм сарнă. 8 яла трассăпа çыхăнтарнă, çавна май хушма 6 автобус рейсĕ уçнă. 2011 çулта районăн харпăрлăхĕ шутланакан автоçулсене юсама тата тытса тăма 9803,7 пин тенкĕ (Чăваш Республикин бюджетĕнчен 8823,3 пин тенкĕ, вырăнтинчен–980,4 пин тенкĕ) уйăрнă е кашни пĕр çухрăм çул валли 85,0 пин тенкĕ тивет. 1,6 çухрăм хытă сийлĕ çула 4256,59 пин тенкĕлĕх юсама палăртнă.

Ял поселенийĕсем çинче шутра тăракан çулсене тытса тăма 6835,4 пин тенкĕ пăхса хăварнă: республика бюджетĕнчен–50 процент, ял поселени бюджетĕнчен те çавăн чухлех тивет.

2011 çулта “Çĕрпÿ-Ульяновск” – Яманчÿрел-Сăкăт, Çĕрпÿ-Ульяновск – Кивĕ Катек-Татмăш çулсене вырăн-вырăнпа, пурĕ 0,876 çухрăм тăршшĕ юсанă.

“2006-2010 çулсенче Чăваш Республикинчи автоçулсене аталантарасси тата модернизацилесси 2025 çулчченхи прогнозпа” программăпа килĕшÿллĕн пĕлтĕр “Калинино-Патăрьел-Елчĕк”-Аслă Чемен – “Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево” автоçула тума тытăннă. Кунта “Чăвашавтодор” тĕп подрядчик тата ТПК “Шыгырданы” субподрядчик ĕçлеççĕ. Çулăн тăршшĕ 10,1 çухрăм. Асăннă объект хута кайсан Патăрьелĕнчен Улатăра каясси 57 çухрăм кĕскелет.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
27 июля 2011
00:00
Поделиться