Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрларĕç те ташларĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç

Çулленех чи нумай сĕт сăвакан дояркăсем пĕрле пухăнса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, канашлаççĕ. Кăçал та утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче “Пилĕк пинлисен” клубне кĕнисем тĕл пулчĕç. Пĕрремĕш хут унта сысна пăхакансем те хутшăнчĕç. Савăнăçлă мероприятие хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М. Калмыков, пай специалисчĕсем, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин “Патăрьелĕнчи зонăри ветлабораторири” учрежденин директорĕ Л. Ефимова саламларĕç. Пилĕк пинлисен клубĕнче халĕ 19 доярка. Кăçал иккĕшĕ пĕр ĕнерен 6 пин килограмм ытла сĕт сунă. Ленин ячĕллĕ агрофирмăри А. Антиповапа “Батыревский” АХОри С. Агжарова çитĕнĕвĕ пурне те савăнтараççĕ. 2011 çул пуçланнăранпа районта пĕр ĕне пуçне 2356 килограмм сĕт сунă. Чи пысăк кăтарту Ленин ячĕллĕ агрофирмăн (2259 килограмм), “Батыревский” (2098), “Корма” (2690) хуçалăхсен. Пĕрремĕш çур çулта “Батыревский” АХОри Н. Алендеевпа (3557 килограмм) М. Сидукова (3296) тата Ленин ячĕллĕ агрофирмăри А. Антипова (3349), В. Каруева (3354 кг) нумай сĕт сунине палăртнă.

Ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансем чăваш, вырăс, тутар юррисене Первомайскинчи “Шуçăм” халăх фольклор ансамблĕн ертÿçипе В. Фроловпа пĕрле купăспа шăрантарчĕç, ташларĕç.

Юратман ĕçре çитĕнÿ тума йывăр, çакна дояркăсем те çирĕплетеççĕ. Хăйсен хуйхи-суйхине манма, малашлăха шанма килĕштернĕ професси пулăшнине калаççĕ.

–Ĕçе килетĕн те, чунра мĕн пуррине ĕнесене каласа паратăп, вĕсем итлесе тăраççĕ. Мана ăнланнăн туйăнать...” – тет слета хутшăнакан пĕр доярка.

Фермăра вăй хуракансем хушшинче пултаруллă çынсем те питĕ нумай. “Исток” агрофирмăри В. Михеева сăвăсем те хайлать, чылайăшĕ юратнă ĕнисемпе, ĕçпе çыхăннă.

Малта пыракансен слетне хутшăнакансем пĕр-пĕринпе калаçса кирлине нумай пĕлчĕç. Малашне тата лайăхрах ĕçлеме, кăтартусене пысăклатма тĕллев лартрĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться