Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вунăкунлăхри тĕрĕслев регистраци паллипе çыхăннă

Райшалĕçпайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцинче “Регистраци палли” ятпа республикăри вунăкунлăх операци иртнĕ. Операци вăхăтĕнче патшалăх стандарчĕ ыйтнине тивĕçтермен регистраци паллисемпе çÿрекен 11 транспорт хуçине тупса палăртнă. Вĕсене РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 12.2 статйин 1–мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн протокол çырнă.

Çак кунсенчех райшалĕçпайĕнче “Пешеход–пешеходный переход” республикăри рейда пĕтĕмлетнĕ. Мĕнпурĕ çул-йĕр правилине пăснă 16 тĕслĕхе шута илнĕ. Вăл шутра çуран пыракансем йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă 3 факт пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться