Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтаксем хушшинче пирĕн ентешсем те пур

Çĕньялти В. Викторов çар хĕсметĕнче 1963-1966 çулсенче пулнă. Украинăри Черниговра вĕрентÿ курсĕнче (1964 çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче) служба вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ чухне шăпах çак хулара тĕнчери пĕрремĕш тĕнче уçлăхне вĕçнĕ Ю. Гагарин летчик-космонавта халалласа стадион уçнă. Çак ятпа ирттернĕ сумлă мероприятие Юрий Алексеевичпа пĕрле чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ А. Николаев летчик-космонавт та пынă пулнă. Çÿлти ÿкерчĕкре салтаксем хушшинче Çĕньял каччи Василий Константинович та пур. Фотографĕ вара узбек ачи пулнă. Халĕ истори шайĕнчи сăн ÿкерчĕксем Çĕньялти В. Викторов çемйин архивĕнче упранаççĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться