Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар инкек ан кÿтĕр

 

Кăçалхи 7 уйăхра районта 22 пушар пулнă, вĕсем 1500000 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Вут-çулăмра 14 çурт çунса кĕлленнĕ, 8 сиенленнĕ. Пушарсен сăлтавĕ – вут-çулăмпа тĕрĕс мар усă курни тата элек-тропроводасем кивелни. Акă, утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнче вĕлле хурчĕсене пăхакан тĕтĕм кăларакан хатĕрпе тĕрĕс мар усă курнипе пушар тухнă, омшанник çунса кайнă. Юрать-ха вут кил-çурт çине сиксе ÿкмен.

Çут çанталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те çулăм пысăк сиен кÿме пултарать. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă та тирпейлĕ пулмалла. Инкек тени куçа курăнса килмест пулин те ăна парăнтарма яланах хатĕр тăмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться