Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канăва йĕркелеме пĕлекенскер

Юрă хыççăн юрă шăранать сцена çинче. Уява пуçтарăннă халăха пĕр артист хыççăн тепри савăнтарать хăйĕн пултарулăхĕпе. Конферансье çеç улшăнмасть. Мероприяти пуçланнăранпах алăран микрофонне ямасть. Уяв ячĕпе саламлакансене пĕрин хыççăн теприне сăмах парать. Тÿперен шартарса пăхакан хĕвелĕ кăмăлне çеç савăклатать. Сцена умĕнчи мăшăр куçпа тинкерекен халăхăн пичĕ-куçĕ хавас пулни те чунне ăшăтать унăнне. Апла пулсан, ĕç ăнăçлах пырать. Кашни-йĕшĕнчех хăйĕншĕн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тăвать “Патăрьел ра-йонĕнчи культурăпа кану центрĕ” автономи учрежденийĕн директорĕ А. Овчинникова. Манăн вара уява сцена хыçĕнче ирттерекен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас килчĕ. Туçара çуралса ÿснĕ Алевтина Геннадьевна. Ытти ачасем пекех вăтам шкулта вĕреннĕ. Сцена ăстисем çине куç илмесĕр пăхнă. Юрра-ташша хăй те ăста пулнă. Пĕр концерт та унсăрăн иртмен. Ун чухне календарьти кашни паллă кунсен тĕлне класпа класс ятарлă программа хатĕрлемелле пулнă. Мероприяти йĕркелесси вара Алевтинăпа класс ертÿçи çине тиеннĕ. Хĕр ачан çак енлĕ туртăмĕ пулнине юлташĕсем те сиснĕ. Алла аттестат илсен вара Алевтина Геннадьевна Хусанти культура институтне çул тытнă. Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи вĕреннĕ пĕр факультетра. Çакă, паллах, тĕрлĕ наци çыннин йăли-йĕркипе паллашма май панă.

Дипломлă специалиста тăван ен ăшшăн кĕтсе илнĕ: районти культура çуртне методист пулса вырнаçнă. Çулталăкченех методика пайĕн заведующине куçарнă. Çакă яваплăха тата ÿстерме пулăшнă, мĕншĕн тесен ялсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсене кирлĕ пулăшу памалла пулнă. Мероприяти хыççăн мероприяти иртнĕ. Авалхи йăла-йĕркене манăçа кăларман. Конкурссем, шоусем йĕркеленĕ. Кайнă вара пурнăç малалла. Сурхури, хĕл ăсатнин уявĕсенче юмахри тĕрлĕ сăнара калăпланă. Ял уявĕсем, кану каçĕсем çитсех тăнă.

Районти халăх юрăпа ташă ансамблĕн ĕçĕ те ют мар паянхи кун А. Овчинниковашăн. Гастрольпе республика тĕп хулине, Пенза, Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсене, Тутарстан, Пушкăрт Республикисене, Пушкăрта, Тольяттине миçе хутчен çитмен-ши;

Халăх театрĕн ĕçне те çĕнĕлле йĕркелеме ыйтать специалистсенчен. Сценарисене улăштарма сĕнет. Паянхи пурнăç таппи пулмасан спектакльсене курма кам çÿрĕ;

Алевтина Геннадьевнăна ра-йонти ĕçпе юрă уявĕсенче, пĕр-пĕр офис уçнă çĕрте е камăн та пулин юбилей мероприятийĕсенче тăтăшах ертсе пыракан ролĕнче куратпăр. Ĕçе юратни, пуçаруллă пулни коллективпа пĕр сăмахра пулма та май парать. Шăпах çак енсем пулнăранах вăл ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçлать. Унтанпа та ултă çул ытла ĕнтĕ. Çак хушăра культурăпа кану центрĕнче юсав ĕçне тĕпрен пурнăçланă, пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ. Улшăнусем, паллах, кану çуртне ача-пăчана та, çамрăка та, çулланине те, ваттине те утма май параççĕ. Ачасен ташă ушкăнĕсем ĕçлени, ветерансен хорĕ юрлани мĕне тăрать тата. “Евгения” ташă коллективĕ халăх ансамблĕ ята тивĕçрĕ.

Республикăри “Чăваш Республикинчи ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тата федераци шайĕнчи “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ программăсене хутшăнни те ĕçре витĕмлĕ пулăшу кÿчех.

Специалистсем вырăнта пулнине те туять Алевтина Геннадьевна. Штатра 16 ĕçчен. Халăх юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи, А.Шакин, Ф. Абитов сасă режиссерĕ, Э. Журавлев художник, А. Антонова методика пайĕн ертÿçи, Л. Леонтьева режиссер тата ыттисем те нумай стажлă. Иртнĕ çул йĕркеленнĕ “Чун кĕвви”, “Ăраскал” эстрада ушкăнĕ куракансен кăмăлĕсене тивĕçтерет.

–Шкул ачи те, çамрăкки те, ватти те пур сцена çине тухакансем хушшинче. А. Долгов, В. Ширтанов, М. Тимофеева, А.Никитина репетицисене çÿреме те, концертсемпе кайма та ÿркенмеççĕ. Ташлакансен йышне çĕнеткелерĕмĕр-ха. Сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаракансен йышне малашне çамрăксене явăçтарас ĕмĕтлĕ эпир, – тет А. Овчинникова. Ĕçне кура хисепĕ те пур. Алевтина Геннадьевнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тав çырăвĕпе, Хисеп грамотипе, Культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн Хисеп грамотипе, культура министерствин тата Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. “Професси тĕлĕшпе чи лайăххи” ята (ÿкерчĕкре) та тивĕçнĕ вăл.

Çын мĕн чухлĕ ытларах пурăнать, çавăн чухлĕ ăсталăх пухать. Çакна А. Овчинникова та хирĕçлемест. Унăн ĕç опытне вĕренме кÿршĕ районсенчен те сахалăн мар килеççĕ. Кашнинех сцена çинчи евĕр йăлтăр кулăпа кĕтсе илет вăл. Сцена хыçĕнчи пăлхануллă самантсем умне тухмаççĕ. Çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать ăстасен.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться