Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăх фрончĕ Суйлава хатĕрленет

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти председателĕ Владимир Путин премьер-министр Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне туса хурассине пуçарнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ–çак тытăм Чăваш Енре те вăй илме ĕлкĕрчĕ темелле. Унăн регионти координаци канашне 20 общество организацийĕ кĕнĕ. Умра–суйлавсем. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне ха-тĕрленсе çак кунсенче çĕр-шывĕпех праймериз иртет. Ун çинчен “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” регионти политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский пресс-конференцире каласа пачĕ. Калаçăва парти председателĕн çынсене йышăнмалли пÿлĕм ертÿçи Валерий Андреев та хутшăнчĕ. Хăйне евĕр праймериз иртнĕ суйлав умĕн те пулнă, ун чух списокри çынсемшĕн парти картинчен тухмасăр, шалта сасăланă. Халĕ вара пĕтĕм халăх праймеризĕ (сасăлавĕ) пулать, вăл Чăваш Енре пилĕк площадкăра (Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере) утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче иртет. Кандидатурăсен списокĕ паллă–27 çын. Пĕтĕмпе 600 суйлавçă сасăлĕ (общество организацийĕсенчен тата партин вырăнĕсенчи уйрăмĕсенчен–300-шер çын). Праймеризра çĕнтернисен Дума депутачĕсен ретне тăрас шанăç пулĕ. Чăваш Енрен “упасен” 3 депутат пулма пултарать. Паллах, журналистсене сасăлава тăратакан кандидатсен списокĕнчи çынсем кăсăклантарчĕç. Тĕрĕссипе, пурте тенĕ пекех паллă ятсем. 17-шĕ–ПР членĕсем, 9-шĕ–партисен ретĕнче тăманнисем. Евгения Беликова, Николай Бударин, Николай Герасимов, Михаил Игнатьев, Константин Косачев, Олег Мешков, Юрий Попов... Вĕсене кашниех пĕлет. 14-шне “Пĕрлĕхлĕ Раççей” тăратнă, пĕри–хăй сĕннĕскер, ыттисем–общество организацийĕсен кандидатурисем.

Праймериз кăтартăвĕсене официаллă майпа çи-рĕплетнĕ хыççăн çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче партин регионти конференцийĕ иртмелле, унта “Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн” авăнăн 3-4-мĕшĕсенче йĕркелекен съездне каякан делегатсене суйлĕç. Думăн пулас депутачĕсен кандидачĕсен федераци списокне шăпах çав съездра официаллă майпа тăратĕç.

Дума суйлавĕсĕр пуçне пĕрлех çĕр-шывăн 27 субъектĕнче вырăнсенче саккун кăларакан пухусен депутачĕсен суйлавĕсем иртмелле. Çав шутра–Чăваш Енре те. Партин вырăнти парламентри пукансене шанса памалли çынсене суйласа илмелли праймериз валли те список хатĕр ĕнтĕ. Унта 127 çын. Патшалăх Канашĕнче пĕтĕмпе те 44 депутат кăна пулнине шута илсен конкуренци пысăк пуласси халех паллă.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться