Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЧĂВАШ КĕНЕКИСЕМ – ТĕРЛĕ çĕР-ШЫВ БИБЛИОТЕКИСЕНЧЕ

Чăваш кĕнеке издательствине Нимĕç наци библиотекинчен çыру килчĕ (Лейпциг хули, Германи). “Эпир сирĕн патăрта 2008 çулта И. Я. Тенюшовăн “Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç” кĕнеке пичетленсе тухнине пĕлтĕмĕр. Эпир çак кĕнекен пĕр экземплярне те пулсан туянасшăн. Вăл яланах пирĕн библиотека фондĕнче упранĕ, библиотекăри кĕнеке пуххишĕн хаклă парне пулĕ тата эпир ăна литература каталогне кĕртĕпĕр”, – çырать библиотека представителĕ Петра Кирсен. “Тĕрлĕ изданисене ярса пама ют çĕр-шыв организацийĕсенчен çакăн йышши çырусем кулленех илетпĕр эпир, – каласа парать Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ Валерий Комиссаров. – Нимĕç наци библиотекинче хăйсен тивĕçлĕ вырăнне пирĕн нумай издани йышăннă. Тĕслĕхрен, Г.Ф. Орловăн “Вестник зимы”, Н. В. Симуновăн “Ан йĕр эсĕ, Лена”, авторсен коллективĕн “Хула тата район хаçачĕсем” кĕнекисем тата ытти те. Палăртса хăвармалла, Нимĕç наци библиотеки (Deutsche National bibliothek (DNB)–Германири тĕп архив библиотеки тата наци библиографи центрĕ. Çак учрежденин тĕллевĕ, Германишĕн вăл хаклă, нимĕç чĕлхипе тухнă тĕрлĕ документацие тата пĕтĕм çĕр-шывăн библиографи публикацийĕсене пухасси, архивласси, пур енлĕ хатĕрлесси, упраса хăварасси. Кунсăр пуçне библиотека наци тата пĕтĕм тĕнче шайĕнче тулашри çыхăнусене тытса пырать тата аталантарать. Чăваш халăхĕн истори, культура, йăла-йĕркепе çыхăннă изданисемпе нимĕç библиографĕсемпе тĕпчевçисем кăсăкланаççĕ. Германири кĕнеке сутакан фирмăсем Чăваш кĕнеке издательствинче чăваш чĕлхипе кăларнă илемлĕ, ача-пăча литературине заказ тăваççĕ.

Чăваш кĕнекисемпе АПШ тата ытти çĕр-шывсенче пурăнакансем те кăсăкланаççĕ. “Эпир сирĕн кĕнекесен содержанийĕпе тата полиграфи пахалăхĕпе хавхалантăмăр”, – çыраççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствине Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пурăнакан çынран çыру килнĕ. Е.Н. Жачевăн “Чăваш тĕрри” кĕнеки, 2006 çулта “Халăх ăстисен пĕлĕвĕнчен” серире пичетленсе тухнăскер, Америка çыннисемшĕн хăйне евĕрлĕ парне пулса тăнă. “Епле чаплă кĕнеке. Унăн хакĕ çук. Эпĕ чăваш тĕррисемпе хавхаланатăп”, – пĕлтернĕ унта. ЧКИ ют çĕр-шыв тĕпчевçисенчен тата наци литературине хаклакансенчен кун пек пысăк хака çĕр-шывсем хушшинче иртекен кĕнеке выставкине яланах ăнăçлă хутшăннине пула тивĕçнĕ. Чăваш изданийĕсене, тĕслĕхрен, 2010 çулта Мадридра, Майнри Франфуртра тата Минскра, кăçал – Лондонра тата Парижра чи пысăк выставкăсенче кăтартнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2011
00:00
Поделиться