Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх йышĕ чакман

Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне районти пур категориллĕ хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх 17202 пуç пулнă, ку кăтарту пĕлтĕрхи шайрах. Ĕнесен йышĕ 8352 çитнĕ, иртнĕ çулхинчен 412 пуç нумайрах. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕсен шучĕ 75 пуç ÿснĕ. Ултă уйăхра пĕр ĕнерен вăтамран 2356 килограмм сĕт сунă. Ленин ячĕллĕ (3259 килограмм), “Батыревский” (3098), “Исток” (2654) хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах.

Çур çулта районĕпе 930 пуç пăру илнĕ е 100 ĕне пуçне 47 çамрăк выльăх тивет.

Пур категориллĕ хуçалăхсенче сыснасен шучĕ 13843 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 3718. Выльăхсене ÿт хуштарассипе “Красное знамя” (534 центнер, талăкри ÿт хушаслăхĕ – 404 гр), “Труд” (415,1 ц, 411 гр), “Звезда” (452 ц, 286 гр), “Исток” (177 ц, 333 гр) хуçалăхсенче аван ĕçлеççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче 2013 сысна çури илнĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхсенче сурăх–699 пуç, лаша–254, чăх-чĕп 24,4 пин штук пур.

Акăнакан 100 гектар çĕр пуçне 14,8 центнер аш-какай, 115,70 центнер сĕт суса илнĕ.

Ял халăхне мăйракаллă шултра выльăх – 266, сысна 1438 пуç сутнă.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться