Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сысна витисем пушаннă

Кăçалхи çур çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан аш-какай туса илесси 3, сĕт вара 13 процент ÿснĕ.

Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеме йывăр пулчĕ, çапах та обществăлла секторта мăйракаллă выльăхсен шучĕ чакман. Чылай хуçалăхсенче вăл ÿснĕ те. Анчах çав вăхăтрах районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи сысна витисем самаях пушаннă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 544 пуç сысна сахалтарах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться