Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхĕ Тата район администрацийĕн пуçлăхĕ

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна май çĕнĕлĕхсем те кĕрсе пыраççĕ. Акă, пĕлтĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те улшăну пулса иртрĕ. Унччен муниципалитет йĕркелĕвĕн пуçлăхĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, ытти сферăпа отрасльти кăтартусемшĕн пĕччен яваплă пулнă. Халĕ вара, ытарлă каласан, пуçлăх пуканĕ “икке пайланчĕ”– район пуçлăхĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ. Çакна федерацин “Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккунĕнче çирĕплетнĕ. Район пуçлăхĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçĕсем пирки редакцие шăнкăравсем килнине тата çынсем кĕрсе тухнине пула халăха тĕплĕнрех ăнлантарас шутпа район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев, кадрсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕпе С. Торговцевпа тĕл пултăмăр, ăнлантарса пама ыйтрăмăр. Сергей Витальевич акă мĕнлерех хуравларĕ:

– “Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккунăн 131 статйине тĕпе хурса йĕркеленĕ район Уставĕнче ра-йон пуçлăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçĕсем, вĕсен прави, полномочийĕ пирки калакан уйрăм статьясем пур. Çак Уставри 29 статьяпа килĕшÿллĕн район пуçлăхне район Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен хушшинчен уççăн е вăрттăн сасăласа суйлаççĕ. Унăн кандидатурине те Пухура сÿтсе явма хăйсемех сĕнеççĕ. Ытларах сасă пуçтарнă хыççăн район пуçлăхĕ суйланнă шутланать. Шăпах çак йĕркепе килĕшÿллĕн Патăрьел район пуçлăхĕ пулма “Малалла” тата “Первомайск” хуçалăхсен ертÿçине М.Петрова суйланă. Вăлах район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ те.

Уставпа килĕшÿллĕн район пуçлăхĕ Патăрьел районĕнче чи аслă ĕçлĕ çын шутланать. Вăл халăх тата район Пухăвĕн депутачĕсем умĕнче хăйĕн ĕçĕ пирки отчет туса тăрать, район Пухăвĕн депутачĕсем йышăннă нормативлă право акчĕсене алă пусать, унпа халăха паллаштарать. Ытти тĕрлĕрен сăлтав пулмасан район пуçлăхĕ хăйĕн тивĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн полномочийĕ вĕçленичченех пурнăçлать.

Район Уставĕн 38 статйинче район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçĕ пирки каланă. Район пуçлăхĕ конкурс комиссийĕн результачĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхне контракт çырса ĕçе илет. Район администрацийĕн пуçлăхне лартмалли конкурс йĕркине, условине район депутачĕсем хăйсен Пухăвĕнче йышăнаççĕ.

Федераллă саккунпа килĕ-шÿллĕн район администацийĕн пуçлăхĕ предприниматель е ытти тÿленекен ĕç-хĕлпе явăçмалла мар.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕ те тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтсăр татăлма пултарать. Сăмахран, çынпа кĕтмен инкек сиксе тухсан, хăйĕн ирĕкĕпе отставкăна кайсан “ Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципсем çинчен” федераллă саккунăн 37 статйин 11-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн контракта чарса лартсан, судра çак ĕçре ĕçлейменни пирки йышăну пулсан тата ытти чухне те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ район депутачĕсен Пухăвĕнче сÿтсе явса йышăну тума, нормативлă право акчĕсене пăхма, вырăнти бюджет проектне, района аталантармалли экономика планĕсемпе проекчĕсене çирĕплетме сĕнет тата ытти те.

Район халăхĕн пурнăçĕн, малашлăх атапанăвĕн çул-йĕрне тытса пырас тесен хăй тытăмлăх органĕнчи ертÿçĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться