Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕкĕреш хĕрсем – çемье илемĕ

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче райадминистрацин ЗАГС пайĕнче йĕкĕреш хĕр ачасене регистрациленĕ. Çак телей Шăнкăртамра пурăнакан Айрат Мустахзиановичпа Гельшат Минзагитовна Акишевсене пÿрнĕ. Килте вара Алинăпа Загинăна аслă пиччĕшĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шăнкăртамра районти ытти ялсемпе танлаштарсан темиçе çул ĕнтĕ демографи лару- тăрăвĕ ăнăçлă пулса пырать .

Çак кунхинех çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăна панă тепĕр чиперкке Сăкăтран. Ялти вăтам шкул директорĕн А.Падусевăн çем-йине йыш хутшăннă. Халĕ Машенька вĕсемшĕн чун савăнăçĕ, çемье илемĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться