Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрханни пăсмасть

Шыва пĕлнĕ вырăнта çеç кĕмелле. Хăш-пĕр чухне палланă вырăнта та пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ, çавăнпа юхан шывсен тĕпне яланах тĕрĕслемелле. Талăк хушшинче темле ăпăр-тапăр та ишсе килме пултарать. Ĕнерхи таса вырăн паян хăрушлăх кăларса тăратасран сыхланмалла. Шыва нихăçан та ÿсĕрле, шăрăх çанталăкра кĕме юрамасть. Кĕрес умĕн яланах канса илмелле. Пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни пăсмасть.

Шыва кĕни уйрăмах çирĕп сывлăхлă çынсемшĕн усăллă, çавăнпа та чир-чĕр пулсан малтан тухтăрпа канашласа илĕр. Выçă хырăмпа шывра пулма юрамасть, апат хыççăн сехет-сехет çурă тăхтамалла. Шыва кĕмелли тум çумне булавка çирĕплетмелле. Шăнăр туртнă чух йĕппе тирни мышцăсен çирĕплĕхне тавăрать.

Пĕрремĕш хут шыва ăшă, çилсĕр, 20-23 градусран кая мар çанталăкра кĕмелле. Шыв температури 17-19 градус ăшă пулмалла. Чи ăнăçлă тапхăр–ирхи–8-10 сехетре, каçхине–17-19 сехетре. Шыва нихăçан та пĕччен ан кĕрĕр, юхан шыва çÿллĕ вырăнтан (йывăç, сăрт çинчен) ан сикĕр. Шыври ача-пăчана тимлĕ сăнăр, вĕсем тарăн мар вырăнта вылясах шывпа чыхăнма пултараççĕ.

Шывра выляни те усă кÿмест, ун пек чухне юнашар çын сывлăш вырăнне шыв çăтма, тăнне çухатма пултарать.

Юхан шыва кимĕпе ишсе каçнă чухне çула çитменнисене çăлăнмалли хатĕр тăхăнтартмалла. 20 минутран ытла ишмелле мар, шывра шăнни–усал пулăмсен тĕп сăлтавĕ.

Шыва васкамасăр кĕмелле, кĕлеткен çуррине çитсен шыва чăмса илмелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться