Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çуллахи каникул кăмăла ан пăстăр

Шкул ачисемшĕн хаваслă каникул вăхăчĕ малалла тăсăлать. Вăл пуриншĕн те ăнăçлă, усăллă, кăтартуллă ирттĕр тесен вара 18 çул тултарман ачасен уйрăмах хăйсене йĕркеллĕ тытмалла. Чăваш Республикин “Право йĕркине пăсни çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн çул çитмен ачасем каникулта каçхине 23 сехет хыççăн (ытти чухне 22 сехетчен) урамра аслисемсĕр, ашшĕ-амăшĕсĕр çÿремелле мар. Çак сăлтавпа йĕрке хуралĕн аллине çаклансан е саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшне явап тыттараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться