Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул урлă каçан пулсан, ик енне пăхма ан ман!

Çул çинче пулакан аварисен ытларах пайĕ çынсем çул урлă каçнă чухне тимлĕ пулманнипе, çывхарса килекен автомашинăна асăрхаманнипе сиксе тухать. Юлашкинчен вара васкани, хыпаланни кăлăхах пулать.

Çуран утакансемпе пулакан аварисене чакарас, çынсене çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтарас, ку тĕлĕшпе профилактика тăвас тĕллевпе утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче республикăра “Пешеходный переход” рейд йĕркеленĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем йĕркене пăсакан водительсене, çуран çÿрекенсене тытса чарнă, тивĕçлисене протоколсем çырнă.




"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июля 2011
00:00
Поделиться