Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суя укçаран асăрханăр

Районти шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх республикăра 500 тата 1000 тенкĕлĕх суя укçасене тупса палăртнă. Пĕрре пăхсан вĕсем чăн-чăннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Улталанма питĕ çăмăл. Васканă вăхăтра суя купюрăна пушшех те асăрхамастăн. Çавăнпа та организаци, предприяти ертÿçисем, предпринимательсем укçан чăнлăхне тĕрĕслекен DORS – 1100, 1200, 1300 йышши прибор туянса тĕрĕслесен аванрах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2011
00:00
Поделиться